КӐМПАРАН

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Микулапа Михала
Эх, чупаççĕ çулпала
Васкаç вĕсем вăрмана
Кăмпана.

Çумăр хыççăн вăрманта
Йĕпе, нӳрле вырăнта
Тухнă кăрăç, шур кăмпа
Ушкăнпа.

Савăт-сапа кăмпапа,
Сĕм варманти пурлăхпа,
Çакки таран тăп пулсан,
Чун тулсан...

Микулапа Михала
Эх, утаççĕ çулпала
Ял еннелле вăрмантан,
Кампаран.