Кăмпара

Галкин Александр Алексеевич
Чупнӑ пек утса пыратпӑр
Аслӑ вӑрманта,
Тем çухатнан пӑхкалатпӑр:
Ҫук иккен кӑмпа!

– Атьӑр килелле, – тет Петӗр, –
Ҫитӗ çӳресе.
– Тӑхтӑр-ха, – пӳлет Хӗветӗр,
Кив çулçа сирсе…

Пурте тӗлӗнсе хытатпӑр:
Ҫулçӑ айӗнче
Шап-шур кӑмпасем куратпӑр!
– Вӑт, тӗнче-е!..