КĂМПАРА

Васянка Никифор Тарасович

– Ӑшӑ çӑмӑр шӑварать,
Ҫут хӗвелӗ ачашлать, –
Тапса тухрӗç нӳр çӗре
Шур кӑмпасем йӗркерен.

Каятпӑр пуль, ачасем,
Отрячӗпех кӑмпана.
Тантӑшӗсем, тусӑмсем,
Атьӑр пурте вӑрмана!..
                   ***
– Эпир хатӗр яланах!» –
Тухрӗç кӑмӑллӑн çула.
Юрласах-çке пӗр кӑна
Вӗсем утрӗç малалла.

Тытнӑ кунтӑк е пӗрне,
Сумкӑ – çурӑм хыçӗнче.
– Ан çухатӑр пӗр-пӗрне, –
Тет вожатӑй çул çинче.
                   ***
Калӑр, калӑр, курнисем,
Малтан пӗлме кайнисем:
Татма пур-и кӑрӑçсем,
Пур-и шурӑ кӑмпасем?

– Пулнӑ, курнӑ, ак камсем…
Питӗ йышлӑ кӑмпасем.
Яка кӑмпа, шур кӑмпа…
Суйла-суйла тат кӑна!

– Шӑтса тухнӑ хыр кӑмпи,
Хура кӑрӑç, ут тути.
Шӑкӑриех уплюнкка
Тункатасем тавралла.

– Тӗмсем тавра пӑхкалӑр,
Татӑр, татӑр, ачасем.
Анчах ытла ан васкӑр:
Темли те пур кӑмпасем.

– Шурӑ кӑмпа – кур, лӑках.
Типӗтсессӗн вӑл паха,
Яшкара та техӗмлӗ,
Ӑшаласан, пит сиплӗ.

– Пухсан пухас ыр кӑмпа,
Ҫиес ырӑ кӑмӑлпа.
Шур кӑмпине ӑшалас,
Шур кӑрӑçне тӑварлас.

– Хыр кӑрӑçӗ – рыжик та
Тӑварлама пит чипер.
Татсан пӑчӑр сӗт тухать,
Кӑвакарать, муртӑхать. –

– Капӑш кӑмпа – кӳпчеме,
Масла тесен кам пӗлмест? –
Ятнех яшка пӗçерме,
Хӗлле вали типӗтнӗ.

Кӑтра кӑмпа – сморчок пур,
Пурçӑн енчӗк евӗрлӗ.
Салма ярса пӗçернӗ
Сӗт яшкинче çисе кур.

– Шӗшкӗ кӑмпи чиперкке,
Варинкке пек шӗвӗркке.
Мур уплюнкки ан тейӗр,
Уйрӑмлӑхне пӗлмесӗр.

– Сарӑ кӑмпа – лисичкӑ,
Кӑмпӑрт-кӑпӑрт хыт кӑмпа.
Час хуртланмасть, хуралмасть,
Ӑшалама пит паха.

– Сар кӑмпа тапса тухать –
Им-çам купи, хӑй хаяр,
Шупкарахскер, асӑрха:
Вӑл çимелли йышши мар.

– Ан лектӗрех кунтӑка
Хӗрлӗ туна – мур кӑмпи.
Ҫӗлен кӑмпи – йӑпӑлка –
Ҫӗленсенех юлтӑр-и!

– Шӑна кӑмпи шӗлепки
Ҫап-çаврака, чӑп-чӑпӑр.
Кӑмпи хӳхӗм те катмар.
Вӑл илӗртет ытарми.

– Анчах ӑна кӑмпаçӑн
Татма-çиме кирлӗ мар.
– Шӑна кӑмпи курсассӑн,
Пӑрӑнса унран утар.

Ӑна çисен чирлетӗр,
Ураранах ӳкетӗр.

– Тислӗк кӑмпи çинçешке,
Наркӑмӑшлӑ хӑй иккен.
Лӗклентерет, хӑстарать,
Вӗлерме те пултарать.

Каска кӑмпи тенине
Авӑ тума татаççӗ,
Хурӑн çине ӳснинчен
Халь эмел те тӑваççӗ.

– Вӑрманта та улӑхра,
Ҫерем çинче, картара
Тата тӗрлӗ кӑмпа пур.
Кашнин ятне çырса хур.

Ӑвӑс кӑмпи, мӑк кӑмпи,
Чие кӑмпи, шампиньон,
Труфель те упа кӑмпи…
Эс пурне те чухлӑн-и?
– Така кӑмпи пит шултра, –
Ҫур пӑт ытла пӗр кӑмпах.
Вӑл тпысӑк та пит таса,
Тупӑнать çеç пит сайра.

Сӗлӗ кӑмпи – вӑрӑм май,
Шелепкесӗр вӗт туна.
Ҫинçешке те вӗтӗ май
Калча пек те туйӑнать.

Ӑна сӗтпе пӗçерен,
Ытараймӑн астивсен.
Турамасӑр-мӗнсӗрех
Вӗт салма пек вӑл пиçет.
                   ***
– Тӗрлӗ кӑмпа куртӑмӑр,
Суйла-суйла пухрӑмӑр
Ӗнте киле çитмелле,
Тутлӑ кӑмпа çимелле.

Килелле çул тытар-и,
Атьӑр, каяр, ачасем,
Пире ӗнтӗ кӗтеççӗ,
Кӑмпа çиме килтисем.

– Кӑмпи пайтах пухмалли,
– Анчах пӗрне тӑп тулли!..
– Атьӑр, тухар вӑрмантан,
Ваня, йыхӑр трубапа!

– Шел, юлать-çке ыр кӑмпа…
– Эх, аван-çке вӑрманта!
– Татах килесчӗ кунта…
– Килетпӗрех, тупата.
Тру-ту-ту! Тра-та-та!..
Янрать сасӑ вӑрманта.