Кăмака


Николаева Людмила Петровна
Эсӗ ӑшӑ, шурӑ, ҫутă –
Санпала ҫемье ман тутӑ.
Ҫӑкӑр, пӳремеч, шӑрттан...
Мӗн кӑна тухмасть унтан.
Саралса пырать ав кукӑль.
Пан улми кукли пит шукӑль.
Кусса анчӗ хӑпарту:
– Ҫунса кайӑп тен, асту!
– Юлас марччӗ, тухма вӑхӑт, –
Хыпаланчӗ сарӑ чӑкӑт.
Хуранта тата... Мӗн ку?
Тутлӑ шӑрш тухать – шаркку.
– Кӑмакам, сана мухтав.
Пуринчен те пысӑк тав.