КӲЛӖ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Аслӑ çырма пуçĕнче,
Улма сачĕ çумĕнче,
Кӑвак пысӑк кӳлĕ пур.

Çакӑ çутӑ кӳлĕре –
Пырса курӑр-ха пĕрре –
Темĕн тĕрлĕ пулӑ пур.