Йывăçа сыватрăмăр

Зотова Галина Вячеславовна

Çуркуннехи ăшă кун вăрмана кайрăмăр. Чечексем ешереççě, лěпěшсем пěр-пěринпе тытмалла выляççě, кайă-ксем концерт лартаççě, вăрăм тунасем нăйлаççě. Йывăçсем хитре тумланнă, çулçийěсем çилпе калаçаççě, концертри юрăсем килěшсен, пěр-пěринпе ăмăртсах алă çупаççě. Килěшмен юрă çук пулас, алă çупни татăлмасть, кайăксем те пěри тецринчен пултаруллăрах, алă çупма çеç ěлкěр.

Çул пěчěк çырма урлă каçать, çырма хěрринче пěр йывăç ларать. Пěчěкскер, пачах курăнмасть. Çырма урлă каçма пуçларăмăр, йывăç калаçа пуçларě.

- Сывă-и туссем! Ăçталла çул тытатăр?

- Вăрмана.

- Мěн тума?

- Выляма-кулма. Вучахра çěр улми пěçерсе çиме, техěмлě чей ěçме.

- Эсир васкатăр пулě-ха, анчах та мана пулăшаймăр-ши?

- Мěн пулчě? Мěнле пулăшу кирлě?

- Мана куллен кÿрентереççě?

- Кам хăйрě сире кÿрентерме?

- Манăн тымарсем айне Шăшихурт илленчě, хăйне валли йăва çавăрчě. Кашни кун тымара вартать, кăшлать, чěпěтет, суранлать, вăй илме памасть. Шăшие хÿтерсе яраймăр-ши? Ку çеç те мар. Çулçăсене хурт ерчě, ту-ратăмсене ашкăнчăк йытă хуçса пěтерчě. Ниепле те вăй илейместěп, çитěнейместěп.

Шухăша кайрăмăр. Мěнле пулăшмалла-ши? Шăшихурта çěнтерекен ăçта пурăнать-ши?

- Эп пěлетěп кам пулăшма пултарнине!

- Кам пулăшма пултарать? - хупăрласа илтěмěр Çеруша.

-Пирěн кушак! Вăл, маттурскер, кашни кун икшер - виçшер шăши тытса алкум умне килсе пăрахать. Паян та ирех сунара тухрě.

- Пирěн кушак та маттур. Вăл кашни кунах шăши тытать.

- Пирěн сирěнтен маттуртарах.

- Ачасем, тупăшар мар. Виççěшне те чěнсе илěпěр. Хăшě маттурри ěçре палăрě. Кам Шăшихурта çěнтерет, çав чи маттурри пулать.

Çеруш шăхличě туртса кăларчб.

-Шă-ши-и-и! - çухăрать шăхлич. Ун сассине илтсен виçě кушак çырма хěррине çитсе те тăчě: Çерушсен Мăркки, Вовăсен Ваçки тата Володьăсен Паçукě.

Кушаксем пěр-пěринпе тупăшсах йывăç йěри-тавра кускалама тытăнчěç, тем самантра куç умěнчен çухалчěç. Шеллесех кайрăмăр, кашуксăр мěнле пурăнас? Ěçчен ку-шак ăçтан тупас?

- Айтăр, кушаксене шырама каяр!

- Каяр! Анчах ăçта? Ăçта çухалчěç вěсем?

- Ан кулянăр, - сасă пачě пěчěк йьюăç, - вбсем Шăшихурта шыраççě пулас.

-Хам-хам-хам, ăçта кушак сасси? - чупса тухрě ашкăнчăк йытă. Ун-кун пăхкаларě, йěр тăрăх йывăç айне чăмрě.

Нумай пулчě-и, сахал-и, йывăç айěнчен шăши хÿрийě, унтан урисем, кěлетки, чи юлашкинчен пуçě тухса выртрěç. Шăши мар, тигр тейěн - акă мěншěн вăл йывăçа çитěнме паман, çăткăн хырăма тăрантарма çăмăлах пулман Шăшихурта.

Çак кунран пуçласа ашкăнчăк йытă йывăçа хуçса кан-сěрлеме пăрахрě тет. Кушаксене хăваласа çěтсе кайрě, çěр çине тухма çул тупаймарě.

Иывăç хурланнине концерт лартакан кайăксем илтрěç, вăхăтлăха юрлама чарăнчěç, хуртсене хÿтěрсе ячěç.

- Тавтапуç, маттурсем, - хěп-хěпěрчěк йывăç. Куç умěнчех яштакланнăскер, пире ырă çул сунчě, хăй патне хăнана чěнчě.

Хăш кушакки маттуртараххине пěлесси пулмарě.