Йытăпа ҫын туслашни

Семендер Юрий Семенович

Инҫетре тес - инҫе мар,

Ҫывӑхра тес - ҫывӑх мар,

Каш кашлакан вӑрманта,

Вӑшӑл-вӑшӑл вырӑнта

Ула йытӑ пурӑннӑ.

Ир пулнӑ та каҫ пулнӑ,

Ҫу пулнӑ та хӗл пулнӑ,

Ялан пӗччен пурӑнса,

Хӑйне юлташ шыраса

Ула йытӑ йӑлӑхнӑ.

Каять хайхи вӑрмана -

Тӗлех пулать куяна.

- Мӗскер шыран, куянӑм? -

Тесе ыйтать мулкачран.

- Хама юлташ шыратӑп, -

Тет мулкач.

- Айта, куян,

Иккӗн пӗрле пурӑнар,

Пӗр-пӗриншӗн тус пулар, -

Тет йытти мулкачине,

Тӑсса парать тяппине.

- Юрӗ, - тет леш. - Килӗшеп,

Иккӗн пурнӑҫ пулӗ шеп.

Вӑрманта ҫак ик тӑван

Пурӑнать тет пит аван.

Савӑнӑҫне пӗлтерме

Тытӑнать йытти вӗрме.

- Йытӑ тусӑм, - тет куян, -

Хытӑ ан вӗр, асӑрхан.

Кашкӑр тухӗ те килсе,

Ярӗ туххӑмах ҫисе.

- Кашкӑр вӑйлӑ-им вара?

Тет Улай. - Апла, ара,

Эп ӑна кайса шырам,

Унӑн вӑй-халне курам.

Ку ҫўрет чупса ҫапла

Вӑрманти сукмакпала.

Тем уланине илтет:

- Кашкӑр мар-ши ҫавӑ? - тет.

Кашкӑрах-мӗн. Пысӑкскер,

Йытӑран хӑраманскер.

-Ӑҫталла эс ҫул тытан? –

Тет Улай ӑна курсан.

- Эп каятӑп ялалла,

Манӑн сурӑх тытмалла.

- Пӗрле пырсан мӗнле-ши,

Саншӑн пӑсӑк пулмӗ-ши?

Кашаман калать йытта:

- Пырассу килсен - айта.

Кайрӗҫ, килчӗҫ?. Пит аван

Пурӑнать тет ик тӑван.

Савӑнӑҫне пӗлтерме

Тытӑнать йытти вӗрме.

- Йыта тус, - тет кашаман, -

Хытӑ ан вӗр, асӑрхан.

Ҫын килсессӗн сассупа –

Шанлаттарӗ пӑшалпа.

- Чим, ҫын вӑйлӑ-им вара? –

Тет Улайӗ кашкӑра. –

Эп апла ӑна шырам,

Унӑн вӑй-халне курам.

Вӑрманти сукмакпала

Виҫӗ кун чупсан Улай

Пӑшал сассине илтет,

«Ку сунарҫӑ мар-ши?» - тет.

Ун патнех пырса тухать,

Сунарҫа пуҫне таять,

Майӗпен сӑмах хушать,

Сунара пӗрле каять.

Этемпе ҫўре-ҫўре

Йытӑ ӑнланать тўрех:

Ҫын вӑл - пуринчен ӑсли,

Ҫын вӑл - пуринчен вӑйли,

Ҫавӑнпа ӑна ялан

Йытӑ пулӑшать чунтан.