Йытă куççулĕ

Шевлеби Роза Ивановна

   

ТУПМАЛЛИ

Уйрăлу кĕввисем

Хушкапуç

Хăна шăпи

Марук кушак нянькăра

Тунсăх

Телейсĕр чăх

Çухату

Хурав

Йытă çури

Кăвакарчăн

Çерçи футболĕ

Йытă куççулĕ

Кушак аçи

 

 

ЙЫТĂ ÇУРИ

 

Ача-пăча тени хăш-пĕр чухне ясли-садике каясшăн мар. Эпир вара мĕн пĕчĕкренех ясли-садикре мар, ирĕкре ÿснĕ. Аннепе пĕрле шкула çÿреттĕм. Час-часах вăл вĕрентекен класра итлесе лараттăм, йăлăхтарса çитерсен – урокран тухса каяттăм та таçта та çитсе çапăнаттăм. Эпир пурăннă ял пысăкчĕ. Кунти кашни çын маншăн тăван евĕр туйăнатчĕ. Хальхи пек, ачасене хуралласа çÿреместчĕç вăл вăхăтра.

Эпе хамăн ирĕклĕхпе киленсе утăм хыççăн утăм тунă, пурăнма вĕреннĕ, ÿснĕ.

Тăваттăраччĕ эпĕ ун чухне. Пĕррехинче анне класĕнче ларса ывăнтăм та шкултан тухса çырма еннелле утрăм. Çыран хĕррине çитрĕм кăна, çывăхрах такам йынăшнине илтрĕм, васкасах сасă илтĕннĕ еннелле пытăм та çырмана антăм. Кунта, çыран тĕпĕнче, нÿрĕ те сивĕ çĕр çинче, йытă çурисем йăшăлтатаççĕ, пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнеççĕ. Пĕчĕкскерсем, сĕм-суккăрскерсем...

Мĕншĕн кунта-ха вĕсем? – тĕлентĕм эпĕ. – Амăшĕ ăçта кайнă-ши?

Çывăхра йытă çурисен амăшĕ курăнмасть. Мĕнле пăрахса хăварнă-ха вăл пилĕк айванккана çак сивĕ те нÿрлĕ çерте!.. Васкасах йытă çурисене кĕпе арки çине хутăм та шкул еннелле утрăм. Картишĕнче пĕр ача та çук – урок пырать ĕнтĕ. Хăрах алăпа шкул алăкне уçма пикенетĕп, анчах ниепле те вăй çитмест. Алăкĕ çав тери пысăк,йывăр, хăлăпĕ те питĕ çÿлте... Аран-аран алăка алă кĕмелĕх уçрăм, хăвăртрах ура пуçне чикрĕм, ара, хупăнса ларасран хăрарăм. Çапла питĕ нумай тертленнĕ хыççăн алăка уçрăм-уçрăмах.

Вĕрентекенсем пухăнакан пÿлĕмре никам та çукче. Кунта темиçе сĕтел, пукансем, çÿллĕ шкап пур. Пĕр ырă кăмăллă вĕрентекен мана час-часах çав шкап çине çĕклесе лартатчĕ те хăй савăнăçлăн пăхса тăратчĕ. Ун пек чухне вара пурте кăмăлтан кулатчĕç. Эпĕ çакă ырă чунлă вĕрентекене шеллеттĕм, мĕншĕн тесен вăл уксахлатчĕ.

Эпĕ хайхи йытă çурисемпе çак пÿлĕме кĕтĕм те пĕр сĕтел çинчен темле хаçата туртса антартăм, урайне сартăм, йытă çăвăрĕсене хаçат çине ятăм. Пĕчĕкскерсем нăйкăша-нăйкăша тĕрлĕ еннелле сапаланма тытăнчĕç. Эпĕ тăрăшсах вĕсене каллех хаçат çине пуçтаратăп...

Çапла тăрмашса, шăнкăрав сасси урок пĕтни çинчен пĕлтернине те илтмерĕм. Акă кĕçех пÿлĕме вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç. Кашниех манăн пĕчĕк туссене мухтарĕ. Эпĕ унăн-кунăн тепре çаврăнса пăхнă çĕре хаçат çинче пĕр йытă çури кăна юлнăччĕ. Ăна хам çума пăчăртаса тытрăм та ниçта ямарăм, никама та шанса памарăм. Уроксем пĕтсен вара йытă çурине кăкăр çумне тытсах аннепе пĕрле киле васкарăм.

Çул тăрăх хаваслăн сиккелетĕп. Ара, халĕ манăн пĕчĕк тусăм пур. Эпĕ ăна питĕ лайăх пăхса усрăп. Вăл часах ÿссе çитĕ. Вара эпир унпа сăрт çинчен çунашкапа ярăнма та, вăрмана чечек татма та çÿрĕпĕр...

Çак ĕмĕт ăшшипе сисмесĕрех çывăрса кайнă.

Тепĕр кун ирхине куçа уçнă-уçманах пĕчĕк тусăм патне картишне васкарăм, анчах вăл хăй вырăнĕнче çукчĕ.

Йытă çури ăçта? Йытă çури çухалнă! – шырама тытăнтăм эпĕ пĕтĕм картиш тăрăх чупса.

Аннепе Верук аппа, пирен хваттер хуçи, мана лăплантарма тытăнчĕç:

Эпир тăричченех картишĕнчен тухса кайнă вăл, – терĕç. – Ахăртнех, ăна амăшĕ килсе илсе кайнă пулĕ...

Çакна илтсен эпĕ лăплантăм. Унсăр юлас килместчĕ, паллах. Унсăр тунсăхчĕ. Çапах та эпĕ пĕчĕк тусăмшăн савăнтăм. Ара, ăна амăшĕ килсе илсе кайнă-çке! Кашни пĕчĕк чĕрчунăн амăшĕпе пурăнмалла. Амăшĕсĕр ăна, тус-юлташĕсем тем чухлĕ пулсассăн та, пурăнма йывăр...

 

КĂВАКАРЧĂН

 

Ир пуçласа каçчен шкул таврашĕнче çÿреттĕмччĕ эпĕ ун чухне. Яланах шкулта вĕренекен ачасене сăнаса пăхаттăм. Вĕсен хушшинче тем тĕрли те пурччĕ: пĕрисем хăйсене çитĕннĕ çынсем пек тытма тăрăшатчĕç, теприсем сурăх путекки пек сиккелесе çеç çÿретчĕç. Çав хушăрах питĕ алхасма, усалланма юратаканнисем те темĕн чухлехчĕ. Çавсене вара эпĕ чунтан-чĕререн кураймастăмччĕ.

Астăватăп-ха... Пĕррехинче хĕлле çав пысăк усал ачасем шкул картишĕнче футболла выляççĕ... Анчах та мĕн ку? Ара, мечĕк вырăнне вĕсен – кăвакарчăн!.. Пĕри те тепри тапаççĕ кăвакарчăна, енчен еннелле чупаççĕ, кăшкăрашаççĕ...

Кăвакарчăна ан тивĕр тесе кăшкăрас тетеп, анчах сассăм тухмасть, Вĕрентекенсене кĕрсе чĕнес тетĕп, анчах урасем утмаççĕ, вĕсене пĕр вырăна пăталаса хунă пекех тăратăп...

Акă ĕнтĕ шăнкăрав сасси пурне те урока чĕнчĕ. Çав пысăк ачасем, урамра чупса çÿресе хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайнăскерсем, шавлăн шкула кĕрсе кайса курăнми пулчĕç. Мĕскĕн кăвакарчăн ним хускалми, икĕ çунатне те икĕ еннелле сарса, юр çинчех выртса юлчĕ.

Эпĕ вара тăхтаса тăмасăр çав кăвакарчăна çăлма васкарăм. Чупса пырса хайхискере алла илтĕм те чупа-чупах вĕрентекенсен пÿлĕмне кĕрсе кайрăм. Яланхи пекех, пÿлĕмре шăнкăрав хыççăн никам та юлманччĕ, пурте урокраччĕ. Акă ĕнтĕ каллех таçтан хаçат тупрăм, унпа кăвакарчăна ачана чĕркенĕ пек чĕркерĕм те хам кăкăр çумне пăчăртарăм:

Мĕскĕнĕм... акă ăшăтатăп та сана, кĕçех вара эсĕ сывалăн!..

Анчах манăн кăвакарчăн хускалмасть те, куçне те уçмасть. Шăнкăрав сассипе пÿлĕме вĕрентекенсем кĕрсе тулчĕç, тÿрех эпĕ каллех темĕн тупса килнине асăрхарĕç:

Тухса пăрах, шăнса вилнĕ вăл, – теççĕ. – Вилнĕскере апла çĕклесе çÿресе чĕртейместен...

Тăватă çулхи ачашăн вилĕм çук. Никама та итлемесĕр, пĕр сăмах чĕнмесĕр кăвакарчăна хам çума пăчăртаса тăратăп.

Çук, çук, чĕртетĕп, – терĕм юлашкинчен. – Акă ăшăнать те куçне уçать...

Эпĕ никама та итлеменнине кура вăтам пÿллĕ, сивлек сăнлă вĕрентекен ман пата пычĕ те:

Пар-ха мана кăвакарчăнна! – терĕ хушуллăн, хыттăн.

Эпĕ вăл çирĕппĕн те хушса каланине хирĕç тăраймарăм, пăлханса çав çын та хама пулăшассине ĕненсе аллăмри кăвакарчăна ăна патăм. Унтан юлашки шанчăка пухса ăна куçĕнчен пăхрăм та:

Пирĕн килте эмелсем те пур, – терĕм...

 

ÇЕРÇИ ФУТБОЛĔ

 

Пĕчĕк мăнукăмпа паркра çул тăрăх утса пыратпăр. Акă пирĕн умрах çерçи (чĕппи пулĕ) сиккелет те сиккелет, пирĕн çине пăхсах чĕрик! чĕрик! тет. Мăнукăм аллинче мăйăр тĕшшисемччĕ. Вăл çерçи çине сăнавлăн пăхса илчĕ те ман енне çаврăнчĕ.

Кукамай, ку çерçин хырăмĕ выçнă пулĕ. Мăйăр тĕшши парам-и? Ку кулăшла ятлă фундук текен мăйăра çерçи çиет-ши?

Çиет пуль, – терĕм эпĕ.Мăнукăм пĕр мăйăр тĕшшине çул çинелле кустарса ячĕ. Çерçи ун патне васкарĕ, чĕрик те чĕрик терĕ. Унччен те пулмарĕ таçтан çÿлтен çерçисем вĕçсе анчĕç. Кашниех чĕриклете-чĕриклете мăйăр тешшине сăхма тăрăшрĕ.

Ак пуçланчĕ хайхи: пĕри сăхса илет те – мăйăр тĕшши çерçирен тарнă пек малалла кусать. Тепĕр çерçийĕ хăвăртрах çитсе ăна сăхать те – мăйăр каллех вĕсенчен тарать. Ушкăнпа хăваларĕç те хăваларĕç çерçисем çак тутлă çимĕçе... Мăнукăм ахăлтатса кулчĕ, çерçисем çине пăхса савăнчĕ, алă çупа-çупа, вырăнта сиккеле-сиккеле шăнкăрав сассипе таврана илем кÿчĕ:

Кукамай, кукамай, кур-ха: çерçисем футболла выляççе... Футболла выляççĕ!

Эпĕ мăнукăма хамăн шухăшăма каларăм:

Çиесси килет пулĕ-ха вĕсен...

Ку сăмахсене илтсен Женя çерçисем патне чупса кайрĕ, мăйăр тĕшшине самантрах пушмак кĕлипе таптаса салатса ячĕ, малалла мĕн пуласса кĕтрĕ. Çерçисем пурте пĕрле харăс сирень тĕми çине вĕçсе кайса ларчĕç, чĕвĕлтетрĕç те чĕвĕлтетрĕç, анчах пĕрчĕкĕн-пĕрчĕкĕн сапаланса выртакан мăйăр тĕшши патне васкамарĕç. Вĕсене хăратас мар тесе аяккарах кайса тăтăмăр. Çерçисем пурпĕр мăйăр тĕшши патне анмарĕç. Мăнукăм кулянса ÿкрĕ:

Кукамай, çерçисем мана вăрçаççĕ пулас. Вĕсен пĕрре те çиесси килмен. Мăйăр тĕшши вĕсене футболла выляма кăна кирле пулнă...

 

ЙЫТĂ КУÇÇУЛĔ

 

Çанталăк кунĕпе шăрăх тăчĕ пулин те, каç енне сулăнсан самаях сулхăнланчĕ. Йытă хутран-ситрен пĕтĕм ÿчĕпе четренсе илчĕ. Сулхăнран мар пулĕ. Йытă вăл унашкал сивĕрен хăракан чĕрчун мар. Ытла пăлханнипе, чунĕ ыратнипе йытă çапла чĕтренсе илчĕ ĕнтĕ. «Мĕн пулчĕ-ха капла? – шухăш вĕлтлетсе илчĕ йытă пуçĕнче. – Мĕн пулса тухрĕ? Мĕнле пулăшам-ха? Ара, çав çын пирĕн çумранах иртсе кайрĕ-çке! Ман хуçа çине пĕшкĕнсе те пăхрĕ, алли сыппине те тытса пăхрĕ, анчах пулăшма пĕрре те васкамарĕ...»

Йытă ним хускалми выртакан хуçи çине пăхрĕ, малтан юнашарти мишавай юпине, кайран хăлхисене чанк! тăратса тавралăха тинкерчĕ. Нихăш енчен те пулăшу килесси туйăнмасть... Эх, яла çитме те нумай юлманччĕ-çке! Мĕншĕн-ха унăн хуçи çапла çĕр çине канма выртнă пек ÿкрĕ те текех тăмарĕ?.. Куçне те уçмасть... Мĕн тумалла? Мĕнле пулăшмалла ăна?

Йытă ним тума аптранипе хуçи çумне пырса выртрĕ, унтан пуçне малти урисем çине хучĕ, мал еннелле тунсăхлăн тинкерчĕ.

«Ара, эпир унпа нумай пулмасть çеç акă таçта та кайса çÿреттĕмĕр, таçта та çитеттĕмĕр... Çук, айăпĕ хăйĕнчех! Мĕн чухлĕ вăрçмарăм пулĕ эпĕ ăна хам ĕмĕрте, анчах...»

Йытă вара хăйĕн хуçи темле усал шĕвеке час-часах пĕччен ĕçнине те, ăна хăйĕнпе пĕрле çул çине илнине те аса илчĕ.

«Мĕншĕн килĕштерчĕ-ха вăл çав шĕвеке? Ара, унăн шăршине те чăтма йывăрччĕ. Хуçаран хăйĕнчен çав шĕвеке ĕçнĕ хыççăн вара тата та лайăх мартарах шăрш кĕретчĕ. Ун пек чухне хуçа патне пырас та килместчĕ. Вăл вара çав шĕвеке ĕçнĕ хыççăн манпа ытларах ачашланасшăнччĕ, хăш чухне вара йăлăхтарсах çитеретчĕ...

Йытă хăй хуçине çав шĕвеке ĕçнĕ хыççăн киле кĕртесшĕн мар пулса мĕнле вĕрнине аса илчĕ. Вăл яланах çав тутлă мар шыва килĕштерменнине çапла палăртатчĕ.

Юлашкинчен вара ăна шăлаварĕнчен çыртса аяккалла сĕтĕрме тăрăшатчĕ. Анчах вăл, пĕчĕкскер, çакнашкал çирĕп çынна ăçтан çĕнтертĕр-ха?.. Эх, итлеттереймерĕ çав йытă хăй хуçине. Мĕнле тăрăшсан та...

Таçта аякра машина кĕрлени илтĕнсе кайрĕ. Вĕсем килнĕ çул тăрăх тусан тĕтĕрлентерсе çутă тĕслĕ темле машина килет.

«Мĕнле машина ку? Ăçта васкать? Манăн хуçана пулăшаймĕ-ши?» – шухăш вĕлтлетсе иртрĕ йытă пуçĕнче.

Нумаях та вăхăт иртмерĕ, машина вĕсен тĕлне çитсе чарăнчĕ. Чи малтанах ун ăшĕнчен леш паçăр хуçи патне пĕшкĕнсе пăхнă çын васкаса тухрĕ. Кăшт тăрсан шурă тумлă çын курăнчĕ. Вăл та машинăран тухрĕ. Ун аллинче пĕчĕк чăматан пурччĕ. Вăл йытă хуçи патне васкарĕ.

Ку çынсем хăйĕн хуçине пулăшма килнине ăнланчĕ пулсан та, йытă ури çине тăрса хăрлатса илчĕ. «Астăвăр, ман хуçана усал ан тăвăр, эпĕ кунтине пĕлĕр! – тени пулчĕ ĕнтĕ ку. – Эпĕ хам хуçана хÿтĕлеме яланах хатĕр. Уншăн эпĕ хам пурнăçа та шеллес çук...»

Шурă тумлă çын ăна ăнланчĕ. Çакă вăл йытă çине епле пăхса илнинченех паллă пулчĕ.

Çав хушăра машина ăшĕнчен тата тепĕр çын тухрĕ. Вăл наçилкке йăтса тухрĕ, ăна йытă хуçи çумне пырса лартрĕ.

«Мĕн тăвасшăн-ха кусем? – тĕлĕнсе пăхрĕ йытă çынсем çине. – Ман хуçана илсе каясшăн-и? Эпĕ вара ăçта юлатăп? Çук, ним тусан та хуçаран эпĕ пĕр утăм та юлмастăп...»

Май пур таран хуçана пулăшăр-ха тенĕн йытă çынсем çине тилмĕрсе пăхрĕ. Халĕ ĕнтĕ унăн çынсене асăрхаттарас тесе хăрлатасси те килмерĕ.

Çав хушăра çынсем ун хуçине васкамасăр наçилкке çине илсе хучĕç, пĕр хыпаланмасăр машина еннелле йăтса кайрĕç. Наçилккине машина ăшне майлаштарса лартрĕç...

Çав çынсенчен пĕри те йытта ăçта хурас тесе шухăшласа та ĕлкĕреймерĕç пулас. Анчах та вăл хăйне такам хушнă пек сиксе машина ăшне кĕрсе ларчĕ, хуçи çумне тĕршĕнчĕ.

Çынсем те машина ăшне кĕрсе ларчĕç, хăйсен чĕлхипе йытă пирки тем калаçрĕç, ăна вăл питĕ лайăх ăнланчĕ. Эппин, вĕсем йытта та, ун хуçине те усал тăвасшăн мар, пулăшасшăн...

Машина хускалса кайрĕ. Йытă наçилкке çумне чĕвенсе хуçин пичĕ çине тинкерсе нумайччен пăхса пычĕ. Ăна хуçи пуçне хускатнă пекех туйăнчĕ. Çакна курсан вăл чăтăмсăррăн йынăшса илчĕ, васка-васка чĕлхипе хуçине çамкинчен, питĕнчен çуларĕ. Çук çав, вăл каллех хускалмасăр выртать...

Эх, хăйĕн хуçи хускалса илсен тата куçне уçсан çак пĕчĕк йытă мĕн тери савăннă пулĕччĕ!.. Çук çав, çук çав!.. Çав тери йывăр ыйхăпа çывăракан çын пек, унăн хуçи пĕрре те сиккеленмерĕ, куçне те уçмарĕ...

Тăхта, тăхта, акă машина кĕпер урлă каçнă чухне унăн хуçи хускалса илнĕнех туйăнчĕ. Йытă каллех йынăша-йынăша, чĕтре-чĕтре хуçине питрен, çамкинчен вĕри чĕлхипе çула-çула илчĕ.

Юлашкинчен хайхи хăй те сисмерĕ, çăмăллăн кăна хуçин кăкăрĕ çине сиксе хăпарчĕ те питĕ хытă тинкерсе пăхрĕ, унăн куçĕсене çуласа илчĕ. Анчах хуçи хускалмасăр выртрĕ, хальхинче те куçне уçмарĕ.

Мĕскĕн йытă вара хăй еннелле ним чĕнмесĕр пăхакан çынсем çине çаврăнса пăхса илчĕ те хуçин кăкăрĕ çинчен анса каллех наçилкке çумне выртрĕ. Унăн пысăк та хитре куçĕсем туп-тулли куççульпе тулчĕç.

Пĕтĕм шанчăк çухалчĕ...

 

КУШАК АÇИ

 

Кĕтÿ хăваланă-хăваламанах кÿршĕри Хветле аппа васкаса пирĕн хапхаран кĕчĕ. Пăхсах курăнать – Хветле аппа такама тарăхнă. Ялан кăмăллă кăна кулса калаçаканскере паян палласа илме те çук. Сăнĕ кăна мар, унăн утти те çилĕллĕ. Анне ун чухне картишĕнче ĕç пуçтарса пĕтерейменччĕ... Малтанласа Хветле аппа аннене ман çинчен япăх сăмах каласа парасшăн мар-ши тесе шикленсе те илтĕм. Анчах тĕплĕнрех шухăшласа пăхрăм та çавăнтах лăплантăм. Нимĕнле усал ĕç тунине те эпĕ аса илеймерĕм: чăхсене ялан сыхлаттăм (вĕсем сарай хыçне тухса кÿршĕсен йăранĕ патнелле кайма пăхатчĕç), пахча хапхине те ялан тĕрĕслесе тăратăп. Çук, Хветле аппа ман пирки япăх сăмах каласа пама пултараймасть. Вăл тÿрех такам та илтмелле хыттăн калаçма тытăнчĕ:

Маруç, паянах кушаккуна вĕлеретĕп! Чĕпсене йăлт йăтса пĕтерет ĕнтĕ! – терĕ Хветле аппа.

Анне хăй ĕçне пăрахсах ун çине тĕлĕнсе çаврăнса пăхрĕ:

Хветле, кирлĕ мара ан калаç-ха, – терĕ. – Ара, акă кур, хамăр картиш тулли чĕп çÿрет те... Нихăçан та, пĕрре те вăл чĕпсене хăратнине асăрхаман.

Сирĕн кушакăрах. Хам куçпа хам куртăм, – çине тăрать Хветле аппа. – Пĕтĕм чĕпсене пĕтерчĕ ĕнтĕ. Халех çырмана кайса шыва ямалла ăна!..

Аннепе Хветле аппа калаçнине эпĕ тĕлĕнсе те ĕненмесĕр итлесе тăтăм.

Кушакĕ пысăкскерччĕ. Тигр евĕрлĕ йăрăм-йăрăмлăскер. Çав тери лăпкă кушакчĕ. Вăл чĕрнине кăларса хаярланнине те курман.

Хветле аппа пынă чухне кушак килте çукчĕ.

Тепĕр ирпе анне хыттăн калаçнине илтсе пÿртрен васкаса тухрăм.

Эй, намăссăр! Выçă çÿретĕн-и?

Анне кушак патне пынă та ăна вăрçать. Анне аллинче – патак.

Пирĕн кушак хайхи ниçта кайса кĕреймест. Тарма та тармасть. Анне çине те пăхаймасть. Куçĕсене мăчлаттара-мăчлаттара пуçне енчен енне пăркалать.

Ак çакна куртăн-и? – анне кушака патак кăтартать. – Асту! Хветлене хам алпа хам тытса кайса паратăп сана!

Кушак умĕнче пĕчĕк кăна чăх чеппи выртать. Сывлăшĕ тухнă мĕскĕнĕн.

Çынсем хушшинче те çак кушак аçи пеккисем пур. Çиелтен пăхма пĕрре те усал тумаççĕ пек, анчах вĕсем вăрттăн темле те çыртма пăхаççĕ. Ачасем, асăрханăр çавăн йышши чее çынсенчен!..