Йăва

Азамат Светлана Васильевна

Пӳрт тăррин кĕтессинче

Чĕкеç йăва çаварчĕ,

Çу кунĕсем çитеспеле

Виçĕ чĕпĕ кăларчĕ.

Суккăр, çара чĕпĕсем

Çăвар карса лараççĕ,

Амăш панă апатне

Чăмламасăр çăтаççě.

Пĕр пӳлĕмлě йăвара

Ашшĕ-амăш, виçĕ ачи

Мĕнле вырнаçаççĕ-ши?..

Çумăр çусан, тăвăл тухсан

Мĕнпе хупланаççě-ши,

Йĕпенсе шăнмаççě-ши?..