ÇИТРĔМ ТЕ!

Лисина Ева Николаевна

    Малтан эп пуйăспа кайрăм. Кайран автобус çине куçса лартăм. Чÿречерен пăхатăп та – шав вăрман, шав уй-хир тăсăлать. Акă улăх курăнса кайрĕ! Эпĕ ура çине сиксе тăтăм.
    – Тен, Улăхкасси ку? – тетĕп.
    – Лар-ха, хĕрĕм, лар, – тет пĕр карчăк, – «тен» тетĕн пулсан Улăхкасси мар ку. Улăхкассине кирек кам та тÿрех палласа илет, никам та «тен» тесе иккĕленмест.
    Малаллах каятпăр. Икĕ енĕпе те йĕтĕн хирĕ, ун çийĕ хумлăн-хумлăн чÿхенсе выртакан шупка ешĕл пурçăн пек курăнать. Çул тăвалла хăпарать. Автобус сăрт тăррине çитсен аялта талккăшпе сарăлса выртакан улăх курăнса каять. Ун хĕрринче, капмар йывăçсем айĕнче, пĕчĕк çеççĕ ял ларать. Халь ĕнтĕ никамран та ыйтса тăмастăп, тÿрех алăк патнелле утатăп.
    – Калап-иç Улăхкассине кирек кам та тÿрех палласа илет тесе, ак çитрĕн те, хĕрĕм, – илтĕнсе юлать ман хыçран кăмăллă ăшă сасă.