Çитнĕ шăнкăрчсем

Галкин Александр Алексеевич
(С. Погорельскинчен)
Каç та садалла пӑхатпӑр
Кантӑкран, ыйха татсах:
Мӗншӗн çук-ха,
Мӗншӗн çук-ха,
Пирӗн хӑнасем çаплах?

Пӑхрӑмӑр паян – ларать-мӗн
Хамӑр çирӗк тӑрринчех.
Килнӗ, килнӗ,
Чӑн та килнӗ,
Ҫитнӗ шӑнкӑрчсем тинех!