Инкубатор чĕппи

Воробьиный юг
Кадкин Лев Кириллович

Кил картинче чӑх чĕппи пурӑннӑ. Ни аппӑшĕ-йӑмӑкĕ, ни пиччĕшĕ-шӑллĕ пулман унăн. Амӑшĕ те пулман, мĕншĕн тесен вӑл инкубаторта тухнӑ. Вылясса та пĕчченех вылянӑ. Хаяр хур ами ӑна хӑй чĕпписем патĕнчен хӑваланӑ. Пысӑк ĕне пĕчĕкскерне асӑрхаман та. Сурӑхсем патне вӑл çывхарман, мĕншĕн тесен лешсем темрен те хӑранă, хайсем сисмесĕрех таптама та пултарнӑ. Ватӑ Барбос Барбосыч анчах килĕштернĕ сар çӑмхана. Чĕпĕ ӑна хӑйĕн амӑшĕ вырӑнне хунӑ. ӳплере пурӑнаканскер чĕппе хӑй патне кĕме ирĕк панӑ, йĕпе-сапара юнашар вырттарнӑ, хӑй ӑшшипе ӑшӑтнӑ. Чĕпĕ ӑçта та пулин кайсан, часах таврӑнмасан йытӑ пӑшӑрханнӑ, йыхӑрнӑ ӑна, кĕçех шырама тапратнӑ.

«Ǎçта кайса кĕтĕн эс, инкубатор чĕппи?» – мӑкӑртатнӑ вӑл. Чĕпĕ инкубатор тенине ӑнланман, апла пулин те ку сӑмаха килĕштернĕ. Çакна хӑйĕн чӑн ячĕ тесе шутланӑ. Кампа та пулин паллашмалла чухне вара мӑнаçлансах пĕлтернĕ: «Мана Инкубатор чĕппи тесе чĕнеççĕ!».

Пĕррехинче, кил хушшинче çӳренĕ чух, вӑл хур чĕпписем патне пырса тухнӑ. Лешсем, сарӑ туталлӑ мамӑк чӑмӑрккисем, ӑна хăйĕн тӑванĕсем пек курӑннӑ, çавӑнпа туслашас тенĕ те вĕсемпе. Анчах хур ами ӑна хӑваласа янӑ. Хӑйне мӑнна хуракан хур аçи сӑхса илме те тӑнӑ. Юрать-ха, пурне те асӑрхакан Барбос Барбосыч пĕрре кӑна хӑрлатса илнĕ, лешĕ тӳрех хӑйĕн мӑшӑрĕ патне чавтарнӑ.

Барбос Барбосыча картишĕнче пурте лайӑх пĕлнĕ, хисепленĕ. Пĕррехинче чӑх чĕппи, курӑк çинчи кӑпшанкӑсене тата тырӑ пĕрчисене çиме пикеннĕскер, картишĕнчен урама тухса кайнине хӑй те сисмен. Унта вара юнашарах çырма пулнӑ, çырминче йывӑç тĕмĕсем ÿснĕ, хыт хура кашланӑ. Барбос Барбосыч асӑрхаттарнӑччĕ-ха ӑна: «Асту, картишĕнчен ан тух. Атту ҫухалса кайӑн та усал чĕр чунсен аллине лекĕн. Тем курса тӑрӑн тата». Çапла пулса тухрĕ те.

Вӑл тӑрӑхра тилĕ ашкӑнса çӳренĕ. Янӑ та илнĕ хайхи чӑх чĕппине. «Ытлашши çуллах мар та-ха, пĕр апатлӑх пырĕ-çке, – шухӑшланӑ тилĕ. – Хуçисем шырама пикениччен шӑвӑнам-ха кунтан», – тенĕ вӑл. Çав самантра сарӑ тута сӑмах хушнӑ:

– Тилĕ, эс ӑçталла васкатӑн çак?

– Мĕнле «ӑçталла»? Çырманалла ĕнтĕ.

– Кала-ха, тилĕ, мĕншĕн мана анчах хӑвӑнпа илтĕн? Манӑн анне пур-çке. Эпир унпала халиччен çырмана анса курман. Ман ӑна та пĕрле илес килет. Йышпа хаваслӑрах вĕт.

Тилĕ тĕлĕннĕ: «Мĕнле айван чĕп пулчĕ ку? Хӑех амӑшне сĕнет. Капла вара ман йĕркеллĕ апатах пулать-иç».

– Хӑвӑртрах аннӳне чĕнсе кил эппин, паллашӑпӑр, пĕрле çырма курса çӳрĕпĕр, – тен.

Чĕппе ӑсатнӑ та хӑй вĕлтĕрен ӑшне пытаннӑ. Хайхискер амӑшне чĕнсе килессе кĕтнĕ.

Чĕп ӳпле патне çитнĕ те Барбос Барбосыча чĕннĕ:

– Атя-ха çырмана. Унта карта хыçĕнче тилĕ кĕтет пире. Санпа паллашасшӑн вӑл, уçӑлма чĕнет.

Сисет ватӑ йытӑ кунта тем йĕркеллех маррине.

«Мĕнле тилĕ кĕтет? Тата çырмана уçӑлма чĕнет-ха...» Çапах утать чĕпĕ хыççӑн. Чĕппи, çырма карти патне çитнĕскер, кӑшкӑрать:

– Тилĕ, э, тилĕ, эсĕ кунта-и?!

– Кунтах эп, – тет тилли, – сире кĕтетĕп.

– Эп ир çитрĕмĕр аннепе. Халех паллаштарӑп сире.

– Паллашар, паллашар, – тет тилĕ, хӑй часрах чӑхха ярса илес тесе карта шӑтӑкĕ патнерех пырать.

Шӑтӑкра вара чӑх вырӑнне Барбос Барбосыч пуçĕ курӑнса каять:

– Эп пулатӑп унӑн амӑшĕ, – тет йытӑ.

Тилĕ хӑранипе шак хытса каять. Чĕпĕ вара Барбос Барбосыч тӑвӑр шӑтӑкран тухма хӑтланнӑ хушӑра тепĕр çурӑкран сасă парать:

– Паллашар эппин, тилĕ. Мана Инкубатор чĕппи тесе чĕнеççĕ, ку вара – манӑн анне. Вӑл Барбос Барбосыч ятлӑ.

Тилĕ аран-аран тӑна кĕрет. Ватӑ Барбос Барбосыч шӑтӑкран хĕсĕнсе тухнӑ çĕре вӑл чылай аякка тарса ӳкет, кĕлте пек хӳрине хĕстерсе, Инкубаторӑн çӑмламас амӑшĕ хыçран хӑваламасть-ши тесе çаврӑнса пӑха-пӑха чупать.