Инкеклĕ кун

Суслин Дмитрий Юрьевич

Анне Димкăна хытах лектерсе илчĕ, унтан диван çине унпа юнашар пырса ларчĕ те хăй те макăрса ячĕ. Манăн вара ăна ятлама пуçличченех куççуль юхма тытăнчĕ. Хваттер кăшт пысăкрах пулас тăк тепĕр пӳлĕме чупса кайăттăм та алăка тăнч хупса лартăттăм: куçăм ан куртăр. Пирĕн пĕр пӳлĕм кăна çав, çавăнпа шкаф хыçĕнчех, Димкăпа иксĕмĕр çывăракан кравать çинче, йĕрсе лартăм.

Димка чĕнмерĕ, хăйне пиçиххипе хĕртнĕ чух та пачах сас кăлармарĕ. Анне йĕрсе ярсан вара чăтаймарĕ, ĕсĕклемех пуçларĕ. Эпĕ те кравать çинчен диван çине куççа лартăм. Халĕ ĕнтĕ виççĕмĕр харăс йĕретпĕр.

Димка – манăн пичче. Эпĕ виççăмĕш класра вĕренетĕп, вăл – пиллĕкмĕшĕнче, «б» класра.

Паян пĕрремĕш чĕрĕк вĕçленчĕ. Вырăс чĕлхипе ăна чĕрĕкшĕн «иккĕ» кăларса панă. Çавăншăн лекрĕ те аннерен. Япăх паллă илсен пиçиххи туянтарасси пирки икĕ эрне малтанах асăрхаттарса хунăччĕ вăл. «Иккĕ»тухмасса питĕ-питĕ шаннăччĕ эпир, Татьяна Анатольевна вара лартса панă-панах. Пичче темле тăрăшрĕ пулсан та.

Ух çав диктантсемпе тестсене! Димка вĕсене тӳсме пултараймасть, мĕншĕн тесен вĕсемшĕн яланах «иккĕ» илет.

Нимĕн те калаймăн, «лайăх» пуçланчĕ уншăн пиллĕкмĕш класс. Çав пиллĕкмĕш класпа пире те халех хăратаççе.

Пирĕн Маргарита Павловна та çаплах калать:

– Пиллĕкмĕш класса çитĕр-ха акă, чăн-чăн вĕренӳ мĕн иккенне кăтартĕç-ха ун чухне сире учительсем. Вĕсем сире хĕрхенсе тăмĕç. Виçе хут тирĕре сĕвĕç. Курăпăр ун чух кам мĕн пултарнине.

Димкăн шăп çапла пулса тухрĕ те. Ольга Васильевна патĕнче вĕреннĕ чух унăн пĕр «иккĕ» те çукчĕ, «виççĕ» пулнă-ха ĕнтĕ. Вĕсемсĕр вĕренме май пур-и вара! «Иккĕ» чăнах та пулман. Халĕ вара…

Димкăна ытла та шел. Хама та хĕрхенетĕп. Манăн та тепĕр икĕ çултан пиллĕкмĕш класа каймалла вĕт. Халех хăраса тăратăп, пачах та каяс кильмест. Енчен те санăнне виç хут тире сӳме хатĕрленсе тăраççĕ пулсан мĕн савăнăçĕ пултăр унта?

Пирĕн çурт шкулпа юнашарах вырнаçнă. Çул урлă каçатăн та – киле çитрĕн те. Хваттере час кĕрес мар тесе пиччепе иксĕмĕр икĕ сехет утрăмăр, кайран тепĕр сехет картишĕнче сак çинче лартăмăр. Киле пачах кĕрес килмест, анне унта çук пулин те. Вăл ĕçрен каçа юлса килет. Шăппăн лартăмăр та лартăмăр. Кун  пек чухне мĕн калаçан? Çумăр пуçлансан тин хваттере кĕтĕмĕр. Алăкран кĕрсенех Димка хывăнса шкаф хыçне кайрĕ, кравать çине выртса пичĕпе минтер çине тăрăнчĕ. Пĕр сăмах чĕнинччĕ. Çиес те темерĕ. Хырăм выçнăччĕ пулин те. Эпĕ те çимерĕм. Кĕçех анне килчĕ…

Тĕрĕссипе каласан, анне ку таранччен нихăçан та пирĕн çине алă çĕклемен. Вăрçасси пулкалать ĕнтĕ, ытти аннесенни пекех. Теплерен пĕрре алăран е çурăмран ячĕшĕн çапса илни шута кĕмест. Анчах пиçиххи нихăçан та тытманччĕ. Паян вара çемьере чăн – чăн инкек.

Кăмăлĕ çав тери хуçăлнипе сăнран ӳкнĕ анне – эпĕ вăл кун пеккине нихăçан та курман – тепелелле иртрĕ, савăт – сапана шакăртаттарма пуçларĕ. Эпир пиччепе иксĕмĕрех ларса юлтăмăр. Тата тепĕртак макăрса илтĕмĕр. £мĕрĕпех ӳлейместĕн вĕт. Димка хăйĕн кĕсье телефонне кăларса унпа выляма пуçларе, манна асăрхамасть те.

– Димка, – ыйтатăп эпĕ ун çумне тĕршĕнсе, – хытă ыратрĕ-и?

Сăмсине нăшлаттарса илсе Димка шăшпăн çапла хуравларĕ:

– Нимĕн чухлĕ те. Нимĕн те туймастăп. Ак кунта çеç – вăл телефонĕпе хăйĕн кăкăрне тĕртсе илчĕ. – Ак кунта, шалта, ыратать.

– Ан кулян, – лăтлантарма тăрăшрăм эпĕ ăна. – Çитнес чĕрĕкре тӳрлететĕнех япăх паллăна.

– Пултараймасан? – Шăппăн, анчах кăшкăрнă пекех ыйтрĕ вăл. – Енчен те мана каллех «иккĕ» лартса парсан? Мана татах хĕнемелле пулать-и?

Эпĕ хăранипе çӳçенсех илтĕм. Чăн та, каллех «иккĕ» илес тĕк?... «Иккĕсем» вĕсем çавăн пек. Таçтан- муртан сиксе тухаççĕ.

Иксĕмĕр те шăплантăмăр. Кĕçех пире анне каçхи апата чĕнчĕ. Ытти чухне яланах шавлăн апатланаканскерсем, паян эпир ним чĕнмесĕр çирĕмĕр. Апачĕ те темле… тутине çухатнă пек. Чейпе сыпса çимесен тĕксе те анмасть. Анне пирожнăйсем кăларсан кăмăл пушшех пăсăлчĕ.

– Кусене чĕрĕк вĕсленнине паллă тума тесе туяннăччĕ, – каçару ыйтнăн каласа хучĕ вăл.

Пирожнăйсем çиес кăмăл тӳрех пĕтсе ларчĕ. Кун пеки халиччен пулманччĕ-ха.

Дима пирожнăйсем çине куç, хĕррипе те пăхса илмест, чей стаканĕ çинелле пĕшкĕннĕ те ĕçенçи тăвать.

– Çиес килмест-и? – ыйтать анне.

– Пачах та, – терĕм эпĕ.

Димка чĕнмерĕ. Анне пирожнăйсене каялла холодильника хучĕ. Паян вĕсене кăлармалла та марччĕ.