Илемпи савăнăçĕ
ТУПМАЛЛИ:
Илемпи савăнăçĕ (калавсем)
«Кил ман пата»
Пылчăкпа варланнă уйăх
Кăвакарчăн çăварĕ ăçта?
Чăрăш çинчи упа çури
Илемпи савăнăçĕ
Ун юлташĕ – сунчăк
Хăяр татса пулăшни
Таврăнсам каялла, «Юр пĕрчи!»
Выляс килет
Кукамай кăмăлĕ
Хăярпа купăста вăрттăнлăхĕ
Ăслă ача
Шуркка
Вăйлă та пысăк Тимук
Улма вăрри
Тимукпа Тимур
Хĕрлĕ çырла
Тăрри шăтăк
Каçхи калаçу
Хăйма вăрри
Çерçисем
Юлташпа вăйсăрри те вăйлă
Юмах ятăм, юптартăм… (юмахсем)
Хампур инкекĕ
Кам усăллăрах?
Наян автан
Шипшип
Çулçă
Хурăн тĕс улăштарни
Итлеме вĕрентни
Кĕске хӳре зоопаркра
«Патша пулатăп!»
Запас ӳкерчĕк
Çерçи чăхха хăтарни
Уйăх тата Упа çури
Тилĕпе Чĕрĕп
Пакшасен калаçăвне итленĕ Каюран шухăшĕ
Тилĕ тус пурнăçĕнчен
Тилĕпе Тăмана
Тилĕпе Чăх чĕппи
Тилĕпе Чăх
Тилĕпе Автан
Тилĕпе Хампур
Çилпи
Кăтьăк ятлă кăткă çинчен виçĕ юмах
Пĕрремĕш юмах: Кăтьăк чапа тухни
Иккĕмĕш юмах: Хуйăха ӳкнĕ Кăтьăк çумăр айне лексе чирлесе ӳкет
Виççĕмĕш юмах: Кăтьăк хăнана мĕнле кайса килни
Шаланкă (пьеса)
ИЛЕМПИ САВĂНĂÇĔ
Калавсем
«КИЛ МАН ПАТА»
Пĕчĕк Илемпи телевизор курма питĕ юратать. Паян та вăл «Кăвак экран» умне пычĕ те «тĕлли» тесе ашшĕ куçĕнчен тилмĕрсе пăхрĕ. Лешĕ, палах, хĕрĕн кăмăлне тивĕçтерчĕ. Передачăна ертсе пыракан пĕччен ларни çав тери тĕлĕнтерчĕ Илемпие.
– Пичче, кил кунта. сана пĕччен кичем пулĕ? Манпа юнашар лар, – тесе чĕнчĕ вăл ăна.
Лешĕ ун патне пырса ларманнине кура Илемпи кӳренме те пăхрĕ.
– Пĕччен ан лар, кил ман пата, – татах çине тăрса чĕнет вăл.
ИЛЕМПИ САВĂНĂÇĔ
Икĕ уйăп йывăç туратти çинче ларнă. Паян уяв – Çĕнĕ çул. Анчах та кайăксен пĕр савăнас кăмăл та çук иккен. Мĕншĕн тесессĕн çанталăкĕ сивĕ тăрать тата выçă вĕсем. Ниçта та пĕр пĕрчĕ апат çук, йĕри-тавра шап-шурă юр кăна. Паллă ĕнтĕ, кайăк вара юр çимест.
Икĕ кайăк ĕнтĕркесе ларнине Илемпи курах кайрĕ. Леш апăршуксем хускалми хытса лараççĕ. Шеллерĕ вĕсене хĕрача. Ашшĕпе иккĕшĕ хытă хутран кайăксем валли çурт турĕç. Шала çăкăр тĕпренчĕкĕ, тулă кĕрпи сапрĕç те пӳрт умĕнчи пилеш тураттинчен çакса хучĕç. Хĕрача килне хăвăрт чупса кĕчĕ те кантăк умне вырнаçса ларчĕ.
Акă, уйăпсем вĕçсе пычĕç те хутран тунă çурта пĕрин хыççăн тепри кĕрсе кайрĕç.
«Ай-уй, кунта апат та пур, çил те вĕрмест! – хĕпĕртеççĕ уйăпсем. – Ав çав кантăк витĕр пăхса ларакан пĕчĕк Илемпие пысăк тав».
Вĕсемшĕн Илемпи те савăнать.
ЮМАХ ЯТĂМ, ЮПТАРТĂМ…
Юмахсем
ТИЛĔ ТУС ПУРНĂÇĔНЧЕН
Тилĕ тус вăрманпа пырать. Хырăмĕ пит выçнăран вăл яла çул тытнă. Ăна ватă юман çинче ларакан Тăмана асăрхать.
ТИЛĔПЕ ТĂМАНА
– Тилĕ тус, эс ăçталла?
– Ялалла.
– Ялта мĕн пур?
– Сар автан пур.
– Хырăму пит выçрĕ-им?
– Выçрĕ çав.
– Вăрманта апат çук-им?
– Тупаймарăм çав.
– Ялта Хампур тытса тулласан?
– Темех мар. Эпир унпа ĕлĕкхи тăвансемччĕ-ха. Майлаштарăпăр.
Тилĕ тус ял хĕрринчи çурт патне çитет. Йăпшăнса картишне кĕрет. Унтах, ун телейне-ши е çук, Чăх чĕппи иртсе пырать.
ТИЛĔПЕ ЧĂХ ЧĔППИ
– Эсĕ кам?
– Тилĕ тус эп. Ман çинчен илтмен-им?
– Çук, илтмен. Эп ĕнер кăна çуралнă.
– Апла пулсан, эс пит тутлă.
– Çук, эпĕ тутлă мар. Сарă тырă пĕрчи тутлă.
Тилĕ тус Чăх чĕппи пуçне минретнине Чăх асăрхать те вĕсем патне чупса пырать.
ТИЛĔПЕ ЧĂХ
– Мĕн хĕтĕртнĕ сана яла килме?
– Эп килтĕм сана илме.
– Манпа эсĕ мĕн тăвасшăн?
– Ăшаласа çиесшĕн.
– Ах, намăссăр, епле эс калаçан?
– Эп выçă. Ху куран.
– Эп Автана чĕнетĕп.
– Пит хăратрăн. Чĕнех, чĕнех. Мана апат нумайрах пулать.
Чăх пулăшу ыйтса чĕннине илтсе вĕсем патне Автан вĕçтерсе пырать.
ТИЛĔПЕ АВТАН
– Эп сана çиетĕп, Автан тус.
– Мана çиме кăшт тӳс.
– Тӳсес ман хăçанччен?
– Кĕркуннеччен.
– Ытла нумай кĕттерен.
– Ун чухне эп пулăп çуллăрах та тутлăрах.
– Çук, текех кĕтместĕп. Сана çиетĕп эп халех.
– Кăрау-у-ул! Хампур, ăçта эс, хăтар!
Хампур çакна кăна кĕтнĕ тейĕн, вĕçтерсе те çитет.
ТИЛĔПЕ ХАМПУР
– Яр халех сар Автана! Унсăрăн лекет сана!
– Ах, Хампур кум, эпир санпа тăвансем-çке.
– Эпĕ санăн кумму мар, эп санпа тăванлă мар.
– Юрĕ, юрĕ, ан шавла.
– Эсĕ вара ан вăрла.
– Ку пулĕ юлашки, тек килмĕп.
– Ак халех эп чĕнĕп халăха. Яр тенĕ Автана!
– Ме, илех ниме тăман Автанна!
Тилĕ Автана вĕçертсе вăрманалла тарать. Хампур кăмăллăн:
– Пăх та кур, юрать хам пур.