ИЛЕМЛӖ ÇӖРШЫВ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Сăрт хыçĕнчен хĕвел тухать,
Шăнкăртатса çырма юхать, –
Илемлĕ çĕршыв.

Ирех юрлаççĕ кайăксем,
Ĕçе васкаççĕ ялйышсем –
Илемлĕ çĕршыв.

Ӑçта пăхан – ик куç тулли
Тӑван колхоз тырри-пулли, –
Илемлĕ çĕршыв.