ИЛЕМЛӖ ÇӖРШЫВ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Сăрт хыçĕнчен хĕвел тухать,
Шăнкăртатса çырма юхать –
Илемлĕ çĕршыв.

Ирех юрлаççĕ кайăксем,
Ĕсе васкаççĕ ял-йышсем –
Илемлĕ çĕршыв.

Ӑçта пăхан, ик куç тулли
Ĕçчен çынсем тырри-пулли –
Илемлĕ çĕршыв.