ÇИЛ-ТĂВĂЛ

Яковлев Иван Яковлевич

    Эпир пĕрре çулла çерем çинче вăрлăх çапатпăр. Сисмен те хамăр, пирĕн тĕле пĕлĕт хупланă илнĕ, çанталăк сĕм тĕттĕм пулчĕ тăчĕ. Унччен те пулмарĕ çил-тăвăл пирĕн сарăма тырри-мĕнĕпе варкăштара пуçларĕ. Нимĕн тăва пĕлместпĕр. Хăшĕ аллине кĕреçе тытнă та улăмсене тĕртке-лесе çÿрет, хăшĕ сенĕк илнĕ те тырă хырма тытăнать.
Пирĕнпе пĕрле тырă çапакан куршĕ лашине утланн, пирĕн тавра кустарса çурет.
- Тĕнче пĕтет, тĕнче пĕтет! Чĕлĕмĕм ăçта-ши? – тесе кăшкăрать.
Тăвăл чарăнсассăн хамăртан хамăр кулатпăр. Аптранă кăвакал кутăн чăмна тет.