Çил ачи

Детство на гору спешит

Кадкин Лев Кириллович


Ялпа ял хушши виç çухрăм –
Çил ачишĕн мĕн ара?
Çĕмрене вĕçтернĕн ухă,
Чупса тухрĕ самантра.


Вăл яка сукмак шырамĕ,
Кирлĕ мар ăна кĕпер,
Илĕртеймĕ ял урамĕ –
Ыткăнать çил сиккипе.


Астумасть: ăçта çуралнă,
Тăван килĕ хăш енче?
Унăн канлĕхĕ çухалнă
Çĕрпе пĕлĕт хушшинче.