Çил

Кадкин Лев Кириллович

Тупăшма маттур вăл питĕ:
Алсăр авăртать арман,
Çил вĕрсен типет çĕр пичĕ,
Çил вĕрсен кашлать вăрман.
Хăвалать кимме шыв çийĕн
Парăса карăнтарса.
Ывăнсан, çĕр çăтнă тейĕн,
Çухалать таçта тарса.
Çил – тăшман та,
                        тус та саншăн.
Пур сиенĕ, пур усси.
Сыхлăха манса кайсассăн
Тем те пулĕ курасси.