Ик текерлĕк вăй вылять, юпах тиха шыв ĕçет

Ижендей Николай Петрович

Пиллĕкмĕш сыпăк

Кун иртет те, каç пулать. Каç иртет те, ир пулать. Çăлтăр саланать. Уйăх та шупкаланать. Çул çÿревçё асăрхать: çутă кÿлĕ, ешĕл уй — кăмăллă, киленĕç вырăн. Кÿлĕ тавра чечексем тăнă ешĕл кăшăла, йĕкĕте канма чĕнеççĕ. Чĕвĕл-чĕвĕл кайăксем çĕнĕ кун юрри юрлаççĕ.

Йăвашук канма ларать. Ах анчах, пĕччен çÿревçĕн тунсăх пуснă кăмăлне чечексем те сиреймеççĕ, кайăксем те уçаймаççё. Каччă шухăшлăн сăнать кĕмĕл пек шыва темччен... Тĕкĕр шыв йăлтăртатса унăн кĕре сăн-питне сенкерлетсе кăтартать.

Ик текерлĕк çыранта вăй вылятчĕç савăнса. Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк тунă сасă илтĕнчĕ. Юпах тиха курăнчĕ, шыв ĕçмешкĕн пикенчĕ. Кÿлĕ хĕрринчи вăйăçсем — икĕ хÿхĕм текерлĕк — вăййа тăсрĕç малалла, юпах тихан ик енне йăлтти-ялтти çывхарчĕç, шывпа сапрĕç, алхасрĕç чăртăкпа пĕрĕхтерсе. Юпах тиха ÿпкевсĕр — шыв ĕçет, ĕçет, ĕçет... Чăтма çук ăш хыпнă-çке, шывсăр пурнăç çуккă-çке.

Ик текерлĕк сасартăк вăйă выляма чарăнчĕç. «Чее! Чее! Чее вăл», — тесе сасă пачĕç те хăмăшлăхра çухалчĕç. Ырă марра сисрĕç пуль. Ак тамаша! Чăнах-мĕн текерлĕксем систерни: шăппăн-шăппăн шăвăнса кайăк патши Арăслан шыв хĕррине çывхарчĕ, хай тиха енне çывхарчĕ.

Кайăк патши Арăслан хатĕрленчĕ туллама айванкка янавара. Çакна курчĕ Йăвашук. Йăх-ăру çырăвĕнче мĕн каланине манман вăл: «Ыр сунанпа пул йăваш, хаяр сунанпа — арçури». Çак хастарлăх вăйăмĕ ун патвар кĕлеткине чăмăр евĕр хытарать. Пилĕкри пиçиххине вăл салтать те йăлмаклать. Куçа хупса иличчен Арăслана нăхталать, ун çине сиксе ларать. Ай турух, ачу-пăчу!

Çын ĕренкинчен тухать. Те арçури, те шуйттан çавра çил пек çаврăнать. Тусан юпи хăпарать...

Çутă кÿлĕ хĕрринче — çуйхашу, тĕрткелешÿ. Те сехмет ку, те камит. Арăсланĕ пуç ухса ÿкересшĕн юланçа, чĕввен тăрса тулхăрать. Каччă ларнă çыпçăнса — ним тусан та ÿкес çук. Кайăк патшинчен шикленмĕç Пихампар таврашĕсем. Ши! те ши! çеç шăхăрать — хăлхана çурасшăн-ши? Тапхăр-тапхăр тулашсан Арăслан тăп чарăнать. Ыр-усала çĕнме çук. Парăнма тивет çынна. Тархаслать Йăвашука:

Яр мана эс, Йăвашук. Тек хур кÿмĕп юпаха.

Çул çÿревçĕ килĕшет, Арăслана вĕçертет. Çутă кÿлĕ хĕрринче каллех лăпкă та тÿлек. Ик текерлĕк çырана вăййа тухрĕç тепĕр хут.

Юпах тиха пуç тайса хăтарнишĕн инкекрен Йăвашука тав тăвать: «Ырă çыншăн пулмăп ют, пулăп эпĕ Ырă Ут».