Икĕ пĕлĕт

Растворцев Андрей Васильевич

Пысăк-пысăк пĕлĕт çулĕ

Пӳлчĕ пĕчĕккин çулне.

Шăпăр-шăпăр çут куççулĕ

Юхрĕ анчĕ ман çине.

 

Пĕчĕк пĕлĕт пит хурланчĕ,

Пит кӳренчĕ пулмалла,

Пысăкки ăна ăнланчĕ,

Алă пачĕ тăванла.

 

Кĕç туссем пек ыталанчĕç

Икĕ пĕлĕт тӳпере,

Алран-ал вĕсем тапранчĕç

Шăвармашкăн уй-хире.