Ик автан

Галкин Александр Алексеевич
Икӗ пӗчӗк сар автан
Тытӑннӑ вӑрçма паян
Эх, сӑхаççӗ
Эх, чаваççӗ
Пӗр-пӗрне куçран-пуçран.
Илтӗм те патак,
Пӗрне
Хӑваларӑм кил енне…
– Мӗн пустуй çапӑсмалла, –
Тус-юлташлӑ пулмалла!