ХĔВЕЛÇАВРĂНĂШ

Полорусов-Шелеби Николай Иванович

Эп çуркунне ырлăхпе

Часах ÿссе çитĕнеп,

Темĕн чухлĕ сип-симĕс

Çунатсемпе витĕнеп.

Сар пурçăн пек курăнса,

Ларап çилпе силленсе,

Ялан хĕвел еннелле

Савса пăхса киленсе.

Мухтав сана, çуркунне,

Тав тăватăп савăнса,

Пĕтĕм чунтан-чĕререн

Пуçа тайса, авăнса.