Ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем, сутмалли юмахсем

Народное творчество

ЗАВЕТНЫХ ЦЕННОСТЕЙ БЕССМЕРТНОЕ СОБРАНЬЕ
ОТ СОСТАВИТЕЛЯ
ВАТТИСЕН СĂМАХĔСЕМ, КАЛАРĂШСЕМ. ПОСЛОВИЦЫ И ПОГОВОРКИ
I ХАЛĂХ. НАРОД

II ХУÇАЛĂХ. ХОЗЯЙСТВО

III ĔÇ-ХĔЛ. ТРУД

IV ЧĂН ТАТА СУЯ. ПРАВДА И КРИВДА

V ЭТЕМ. ЧЕЛОВЕК

VI КИЛ-ЙЫШ. СЕМЬЯ

VII ЙĂЛАСЕМ. НРАВЫ И ОБЫЧАИ

VIII ĔÇМЕ-ÇИМЕ. ПИЩА И НАПИТКИ

IX ÇИ-ПУÇ. ОДЕЖДА

X ÇУТ ÇАНТАЛĂК. ПРИРОДА

XI ТĔРЛĔРЕН. РАЗНОЕ

СУТМАЛЛИ ЮМАХСЕМ. ЗАГАДКИ
I ЭТЕМ. ЧЕЛОВЕК

II ПŸРТ-ÇУРТ. СТРОЕНИЯ

III ХАТĔРСЕМ, КИЛТИ ЯПАЛАСЕМ. ОРУДИЯ ТРУДА, ДОМАШНИЕВЕЩИ
IV ĔÇ-ХĔЛ. ТРУД
V ТЫР-ПУЛ, ПАХЧА ÇИМĔÇ, АНА-ÇАРАН. СЕЛЬСКОХОЗЯЙСТВЕННЫЕ КУЛЬТУРЫ, ПОЛЯ И ЛУГА
VI ВЫЛЬĂХ-ЧĔРЛĔХ. ДОМАШНИЕ ЖИВОТНЫЕ
VII ÇИ-ПУÇ. ОДЕЖДА
VIII ĔÇМЕ-ÇИМЕ. ПИЩА И НАПИТКИ

IX ÇУТ ÇАНТАЛĂК. ВСЕЛЕННАЯ. ПРИРОДА
X ЧĔР ЧУНСЕМ. ЖИВОТНЫЕ
XI ИЫВĂÇ-КУРĂК. РАСТЕНИЯ
XII ТĔРЛĔРĔН. РАЗНОЕ
УСĂ КУРНĂ КĔНЕКЕСЕМПЕ АЛ ÇЫРĂВĔСЕМ. ИСПОЛЬЗОВАННЫЕ ИСТОЧНИКИ
БИБЛИОГРАФИЯ ОСНОВНЫХ ТРУДОВ Н.Р.РОМАНОВА
КАЛАРĂШСЕНЧИ ТĔП СĂМАХСЕМПЕ СУТМАЛЛИ ЮМАХСЕН ТУППИСЕНЕ КĂТАРТНИ.
УКАЗАТЕЛЬ ГЛАВНЫХ СЛОВ В ПОСЛОВИЦАХ И ОТГАДОК К ЗАГАДКАМ
СПИСОК СОКРАЩЕНИЙ

 

 

Сенкĕ, сенкĕ çинче пилеш, пилеш çинче такана, такана çинче икĕ кĕрепле, икĕ кĕрепле çинче ням-ням, ням-ням çинче лĕр-лĕр, лĕр-лĕр çинче икĕ çутă кÿлĕ, икĕ çутă кÿлĕ çинче çут уй, çут уй çинче вĕтĕ вăрман (Вилы, на вилах рябина, на рябине ночва, над ночвой две грабли, повыше граблей жевалка, над жевалкой сопилка, повыше сопилки два светлых озера, повыше озер светлое поле, повыше светлого поля кустарник). Ашм. Словаръ. IX, 62. Ср. рус. Стоят вилы, на вилах короб, над коробом махало, над махалом ревун, над ревуном сапун, над сапуном глядун, над глядуном роща, над рощей поле, над полем дремучий лес. Стоят два столба, на столбах квашня, над квашней буханка хлеба, а на буханке шерсть растет. Белорус. Две жерди, на жердях бочка, на бочке гор-шок, на горшке лес. Латыш. Чакса-чакса, кап-кап, миш-миш, пал-пал, тал-тал, джангал. Уйг.
Пушăт, пушăт çинче сурăх, сурăх çинче кантăр, кантăр çинче ам-ам, ам-ам çинче нăш-нăш, нăш-нăш çинче çÿллĕ сăрт, икĕ енче çутă кÿлĕ (Лыко, повыше лыка овца, за овцой конопля, за коноплей гав-гав, повыше гав-гав нюх-нюх, повыше нюх-нюх высокая гора, по обе стороны светлое озеро). Никитин, 1915.
Ирпе тăват уран, кăнтăрла икĕ уран, каçпа виçĕ уран (Утром на четырех ногах, днем на двух ногах, вечером на трех ногах). Долгов. Ваттисем çапла калаççĕ. 1950. Ср. рус. Утром на четырех, в полдень на двух, а вечером на трех.
Çак тĕнчере кам вăйлă? (Кто на свете всех сильнее?) Иванов К.В. Икĕ хĕр. 1908.
Пуç. Голова
Пĕр çăмхан çичĕ шăтăк (В одном клубке семь дыр). Ашм. Словарь. XIII, 31.
Пĕр каскан çичĕ шăтăк (У одной колоды семь дыр). Паасонен, 1900. Ср. рус. Шелков клуб, семь дыр вокруг. Один чурбан имеет семь дыр. Удм. Маленький горбунчик имеет семь отверстий. Адыг. Вокруг холма семь нор. Бурят.
Нямни, нямни çинче нăрни, нăрни çинче çутă кÿлĕ, çутă кÿлĕрен вĕт хăва (Жевало, над жевалом нюхало, над нюхалом светлое озеро, за светлым озером мелкий лес). Никитин, 1915.
Ням-ням, нăр-нăр, çутă кÿл, хушка ту, вĕт хăва (Жевалка, нюхалка, светлое озеро, лысая гора, мелкий ивняк). Ашм. Словаръ. IX, 62.
Кавлем, кавлем çинче нарат, нарат çинче кÿлли, кÿлли хыçĕ хăвалăх, хăвалăх çинче вăрман (Жевалка, над жевалкой сосна, за сосной озеро, за озером ивняк, за ивняком темный лес). Ашм. Словарь. VI, 19.
Ляв-ляв, ляв-ляв çинче нăр-нăр, нăр-нăр çинче çут кÿлĕ, çут кÿл çинче мăн ту, мăн ту çинче сĕм вăрман (Брехало, над брехалом нюхало, над нюхалом светлое озеро, за светлым озером большая гора, на большой горе дремучий лес). Ашм. Словарь. VIII, 147.
Аял ту, аял туран вăта ту, вăта туран çÿллĕ ту, çÿллĕ туран вак хăва (Низкая гора, за низкой горой средняя гора, за средней горой высокая гора, за высокой горой мелкий тальник). Ашм. Словарь. I, 8; XVI, 307.
Мучи пÿрчĕ — пĕчĕк пÿрт, алăкĕ мăкланнă, тĕнĕ шăтăкĕн пăкки çук, çил шăтăкĕн хуппи çук, çине кăлкан витне (У дедушки избушка маленькая; порог мохом оброс, волоковое окно без затычки, ветродувы без ставней, кровля покрыта ковылем).
Пĕр çăкăр сăмси, икĕ икерчĕ, пĕр хуран кукли, икĕ йăвача, икĕ кĕлентĕр (Одна краюха хлеба, два блина, один пирожок, два колобка, два кренделя). Иккĕн пăхаççĕ, иккĕн итлеççĕ, пĕри калаçать (Двое смотрят, двое слушают, а один говорит). Никитин, 1915. Ср. рус. Один говорит, двое глядят, а двое слушают.
Миме. Мозг
Уçман арчара пуçламан шăрттан (В закрытом сундуке непочатый шыртан).В маленькой посуде вкусная лапша. Уйг.
Йĕс сунтăхра калем пур (В латунном сундуке письмо есть). Ашм. Словарь. VI, 35.
Куç. Глаз
Хăвăлта хăнтăр вылять (В дупле бобер играет). Ашм. Словаръ. XVI, 340.Ср. рус. Под мостом-мостищем, под соболем-соболищем два соболька разыгрались. В бураке тарантай играет. Тат.
Икĕ енчĕкре икĕ шăрçа, пин тенкĕпе сутмастăп (В двух кисетах две бусинки, не продам за тысячу рублей).
Сарай çунатти айĕнче икĕ ăмăрт кайăк пăхса лараççĕ (Под застрехой сарая сидят два орла). Ашм. Словаръ. XI, 62.
Пĕр çут аяккинче икĕ куршак (На склоне горы два горшка). Ашм. Словарь. XII, 279. Ср. рус. Под порожком два горшочка.
Пĕр каска урлă икĕ автан вăрçаççĕ (Через колоду два петуха дерутся). Ашм. Словарь. I, 44; VI, 132; VII, 23; XVI, 215.
Икĕ тăван урам урлă пурăнаççĕ, нихçан та пĕр-пĕрне курмаççĕ (Два брата через улицу живут, никогда друг друга не видят). Василъев П. Рукопись 80-х гг. Икĕ мулкач (карсак) каска урлă выляççĕ (Через колоду два зайца скачут). Ашм. Словаръ. VI, 104; VIII, 257.Ср. рус. Рядом два брата, между ними перегородка. Два родственника живут через дорогу, но друг друга не видят. Тат. Сестра за перевалом, а встретиться не могут. Хакас. Два братца сидят рядом, а друг друга не видят. Якут. Две сестрицы, одна другую видеть не может. Латыш. Два кролика через валежник играют. Удм. Через дорогу живут, друг друга не видят. Морд. Два быка через гору косятся. Эвенк.
Икĕ пĕрчĕ вирĕме пĕтĕм тĕнчене салатрăм (Два просяных зернышка рассеял по всему миру). Ашм. Словарь. VI, 357.
Пĕр пăчăх (пăт) туллăм пĕтĕм хире саланать (Пшеницу из одной кадушки разбросаю по всему полю). Ашм. Словарь. X, 167; XII, 40, 44.
Ĕнчĕ-пĕнчĕ, кĕленче çинче пĕр пĕрчĕ (Жемчуг, бисер, на стекле один жемчуг). Ашм. Словарь. IV, 128.
Шăлсем. Зубы
Кашта тулли шурă чăх (На жердочке полно белых кур). Икĕ кашта çинче шурă чăхсем ларĕç (На двух насестах сидят белые куры). Ашм. Синтаксис. II, 181.Ср. рус. На красной жердочке сидят белые курочки. Две жерди белых кур. Белорус, укр. Двор полон белых кур. Хакас. Два насеста белых кур. Латыш. Внутри белого дома выстроились белые куры. Ног. На шесте, согнутом в кольцо, сидят желтые цыплята. Удм.
Хуп-хуп хуп вите, хуп витере шăмă лаша (Лубяная конюшня, в лубяной конюшне костяной конь). Ашм. Словаръ. XVI, 183.
Çÿç. Волосы
Сĕм вăрманта кăканлăх йывăç çук (В дремучем лесу нет дерева, пригодного на крюк). Ашм. Словарь. VI, 258.
Сĕм вăрманта пуртă аврилĕх йывăç çук (В дремучем лесу нет дерева, пригодного на топорище). Долгов. Ваттисем çапла калаççĕ. 1950.Ср. рус. Густа чаща, негде вички сломать.
Çÿл ту çинче вĕт хăва (На высокой горе мелкий ивняк). Ашм. Словарь,380.Ср.рус. Что чаще леса
Çÿллĕ çÿçен çÿçи çук (Высокий тальник без махры).Высокая густая сосна без ветвей. Каракалп.
Сăрт çинчи çаранне уйăхра пĕр çулаççĕ, сурăхсем çимеççĕ, капана хывмаççĕ (Траву на горе ежемесячно косят, овцы не едят, в стог не метут). Гора заросла травой, но эту траву скот не ест. Хакас.
Кукша. Лысина
Кăмака çинче тул чусти выртать (На печи пшеничное тесто). Ашм. Синтаксис. II, 181.На пне пшеничное тесто. Удм.
Сухал. Борода
Пура хĕрринче канка ташлать (На стрехе сруба канка пляшет). Ашм. Словарь. VI, 57, 58, 59, 70.
Ват асаттен вăрманне лаша кĕме çул та çук (В лес старого деда на лошади не заедешь). Егорова, 1957.
Пура хĕрринче карлик ларать (На краю сусека карлик сидит). Ашм. Словарь. IX, 190; VII, 157.
Сик сикĕлтĕр, сикĕлтĕр, пакăс кĕлтĕр, кĕс кĕлтĕр (Скачет, скачет, да шамкает). Ашм. Словарь. XI,131, 139.
Ват асаттен вăрманĕнче питĕ тарăн нÿхреп пур (В лесу старого деда есть очень глубокий погреб). Егорова, 1957. Яма, а вокруг нее грубая трава. Каракалп. Çамка. Лоб
Улăм ури çинче кĕмĕл чашăк ларать (Над ометом соломы серебряная чашка). Няманъ, 1941.
Çутă кÿлĕ çинче çÿллĕ ту (За светлым озером высокая гора). Ашм. Словарь. XII, 285.
Сăмса. Нос
Виçĕ юпапа аслăк тăрать (На трех подпорках навес держится). Ашм. Словарь. XI, 253.
Сăмса юхни. Выделение из носа
Капан айĕнчен юс пăхать (Из-под копны ласка выглядывает). Ашм. Словарь. X, 170.Лисица выглядывает из норки. Эвенк.
Капан айĕнчи юс пĕр тухать те пĕр кĕрет (Ласка из-под копны то выглянет, то опять спрячется). Ашм. Словарь. У,10.
Юплĕ вартан тан тапать (Из раздвоенного оврага наледь выпирает). Ашм. Словаръ. IV, 241.
Ик вар пуçĕнчен тан тапать (Из двух оврагов наледь выпирает). Ашм. Словарь. XIII, 177.Из двух оврагов приходит вода. Уйг.
Иккĕн тухаççĕ, пиллĕкĕн çĕклесе çапаççĕ (Двое выходят, а пятеро сбрасывают). Юркин. Юмахсем. 1907.
Иккĕн тухĕç, пиллĕкĕн çапса пăрахĕç (Двое выходят, а пятеро укокошат). Ашм. Словарь. XII, 49; XVII, 310.Двое гонят, оба ведут, третий следы затирает. Латыш. Вытекли две речки, стряхнули их пять мужчин. Каракалп. Из худого яра вышла вода, два человека вышли навстречу. Уйг.
Вуçми сунтăх çинче калемпĕр выртать (На сундуке тмин лежит). Ашм. Словарь. V, 275.
Юмах пуртă кăна, унтан килсен кистă кăна (Непереводимая). Ашм. Словарь. VI, 247; IX, 293.
Шăвикĕм-шĕнкерĕм, шыва ятăм, путмарĕ (Опустил в воду, но не утонул). Ашм. Словарь. XVII, 269, 296.
Пÿрнесем. Пальцы
Икĕ аманăн пилĕкшер ача, хăйсем пурте пĕр ятлă (У двух маток по пятеро детей, и всем одно имя). Ашм. Словаръ. I, 186.
Пĕр амаран пилĕк ача (От одной матери пять детей). Шемуршин. шк., 1957.Ср. рус. У одной матери пять сыновей. У двух матерей по пяти сыновей, и всем одно имя. Внутри маленького дома пять мальчиков сидят. Каракалп.
Ал тымарĕ. Пульс
Уçман арчара казак пур (В закрытом сундуке казак лежит). Ашм. Словарь. VI, 128, 129.
Пĕчĕкçеççĕ сунтăхра чунли пур (В маленьком сундуке есть нечто живое). Ашм. Словарь. XI, 186.
Чĕрне. Ноготь
Пĕр май пăхсан — курăнать, тепĕр май пăхсан — курăнмасть (С одной стороны посмотришь — видно, а с другой — нет). Ашм. Словаръ. VIII, 151.Так смотреть — есть, а эдак смотреть — нет. Удм.
Ура. Нога
Тÿрчĕ малта, хырăмĕ кайра (Спина впереди, а брюхо сзади). Сзади живот, спереди хребет. Белорус.
Чĕре. Сердце
Сак айĕнче сар такмак çакăнса тăрать (Под нарами висит желтая сума).
Сакайĕнче сив çу чĕресси çакăнса тăрать (В подполе висит ведерко с маслом). Ашм. Словарь. XI, 15, 129.
Кăмакара хытă такмак çакăнса тăрать (В печи висит сухая сума). Ашм. Словаръ. XIII, 162.
Сула. Селезенка
Кăмака айĕнче симĕс пукане ташлĕ (Под печью пляшет зеленая кукла).
Тĕпсакайĕнче пукане ташлать (Под полом пляшет кукла). Ашм. Словаръ. V, 183.
Кăвапа. Пуп
Çеçен хирте пĕр пăрçа (В чистом поле одна горошина). Юркин. Юмахсем. 1907.
Асламас кĕперри çинче виçĕ пус выртĕ (На Асламасском мосту лежат три копейки). Никитин, 1915.
Пĕтре çинче пĕр кăмпа (Над дуплом один гриб).
Çеçен хир варринче пĕр пĕрчĕ пĕрлĕхен выртать (В чистом поле лежит ягодка костяника). Васильев П. Рукопись 80-х гг.
Ача. Ребенок
Тăхăр уйăх тĕрмере ларнăскер, çулталăк çурхах ăшĕнче выртнăскер, çулталăк çум çакки пулнăскер (Девять месяцев в тюрьме сидевший, целый год пленкой покрывавшийся, еще год за подол цеплявшийся).Ср. рус. Сорок недель в тюрьме сидел, два года на виселице висел.
Кăтит кăтатмăш, чун йăпатмăш (Пищун пискливый, утешение для матери). Ашм. Словарь. VII, 97