Касрăм, касрăм пĕрене : ĕç çинчен халăх хывнă юрăсемпе ваттисен сăмахĕсем

Народное творчество

Содержание:


ЮРĂСЕМПЕ ВАТТИСЕН СĂМАХĔСЕМ

 

Касрăм,касрăм пĕрене,
Турăм лартрăм шурă пÿрт.
Шурă пÿртре шур сĕтел,
Шур сĕтел çинче шур чашăк,
Шур чашăкра шур кулач.

Çăкăртан аслă пулаймăн.

Ĕçлесе выçсан, çăкăр та кулачран тутлă.

Тăрансан, пыл та йÿçĕ.

Суха мĕнле тăваççĕ?
Акă та çапла тăваççĕ.
Сÿрене мĕнле сÿреççĕ?
Акă та çапла сÿреççĕ.
Тырра мĕнле акаççĕ?
Акă та çапла акаççĕ.

Ака-суха - ал çемми,
Çăкăр сăмси – шăл çемми.

Тырра мĕнле выраççĕ?
Акă та çапла выраççĕ.
Авăна мĕнле çапаççĕ?
Акă та çапла çапаççĕ.

Арман чулĕ витĕр тухмасăр,
çăкăр çăвара кĕмест.

Çăнăха мĕнле авăртаççĕ?
Акă та çапла авăртаççĕ.
Чустана мĕнле çăраççĕ?
Акă та çапла çăраççĕ.
Çăкăра мĕнле хываççĕ?
Акă та çапла хываççĕ.

Çăкăра мĕнле кăлараççĕ?
Акă та çапла кăлараççĕ.
Çăкăра мĕнле леçеççĕ?
Акă та çапла леçеççĕ.

Çиччĕне çитиччен амăшне пулăшакан
çитмĕле çитнĕ, тет.

Авалхи юрă.

Утмăлах çулхи ватăсем
Тыр пурки çакса çÿреççĕ,
Вуник çулхи ачасем
Ут пуçĕнче выляççĕ.

Саккăра çитиччен ашшĕне пулăшакан
сакăрвунна çитнĕ, тет.

Авалхи юрă.

Уя пĕр тухсан мĕн хавас?
Ака-суха сасси пит хавас.
Хăртна пĕр пырсан мĕн хавас?
Çава-çурла сасси пит хавас.
Анкартине кĕрсен мĕн хавас?
Тăпачсен сасси пит хавас.
Киле пĕр кĕрсен мĕн хавас?
Ывăл-хĕр сасси пит хавас.

Ĕç вăл - пурнăç илемĕ.

Тăри ирех тăнă та
Шăрантарать юррине;
Тăр-тăри, тăр-тăри,
Ирпе ирех тăтăр-и,
Пăри пĕрчи акрăр-и,
Пăри пăтти çакрăр-и,
Сарă çуне сапрăр-и,
Çиме мана лартрăр-и?

Ир тăнă кайăк тутă пулнă, тет.

—Шăлтăр-шăлтăр урапа,
Ăçта кайрăн, урапа?
—Кайрăм-кайрăм урапа
Утсем валли ут çулма.
—Шăлтăр-шăлтăр урапа,
Ăçта çултăн утăна?
—Çултăм, çултăм урапа
Парлак çинчи курăка.
—Шăлтăр-шăлтăр урапа,
Кампа çултăн, урапа?
—Çултăм, çултăм урапа
Хамăр кÿршĕ Елеçпе.
Пирĕн кÿршĕ Елеç пур,
Унăн çави вырăсла:
Пĕр çавăрса кастарсан,
Ик ытама кĕрес çук.