Фрагмент книги Чăваш халăх сăмахлăхĕ

Кăтăк такмакĕсем

Сăмах пуçараканĕ, ача калаçма пĕлмест пулсан, икĕ çыншăн та калаçма пултарать. Кăтăк миçе çĕртине каласан, çавăн чухлĕ кăтăкласа илет. Иккĕн йăпатнă чухне пĕри сăвăласа тăрать, тепри кăтăклать.

***

Кăткă-и эс?
Кăткă.
Кăтăклă-и эс?
Кăтăклă.
Кăтăку миçе çĕрте?
Виçĕ çĕрте.

***

- Айван ача кăткăлăх çине пырса выртнă.
- Ак çапла.
- Кăткăсем ун çине хăпарса кайнă.
- Ак çапла.
- Кăкăр çинче кăтăк тупнă.
- Ак çапла.
- Хул хушшинче тата тупнă.
- Ак çапла.

***

- Арман ăçта?
- Аякра.
- Аяк ăçта?
- Инçетре.
- Инçет ăçта?
- Катара.
- Ката ăçта?
- Çывăхра.
- Çывăх ăçта?
- Ак кунта.

***

- Калпак ăçта?
- Пуç çинче.
- Пуç ăçта?
- Мăй çинче.
- Мăй ăçта?
- Хул çинче.
- Хул ăçта?
- Кăкăр çинче.
- Кăкăр ăçта?
- Ак кунта.