ФИЗКУЛЬТУРНИКСЕН МАРШĔ

Васянка Никифор Тарасович

Эпир çамрăк, эпир çивчĕ

Шăм-шак çирĕп, паттăрлăх ăшра.

Эпир ӳснĕ, эпир пиçнĕ

Ĕçпеле те уçă сывлăшра.

 

       Хушса юрламалли:

 

Физкультурă çарĕ,

Йышлăлан эс,

Хурçăлан эс!

Эпир хастаррăн утмалла. 

Атьăр!

Утар, атьăр малалла!

 

 

Сиввине те хăнăхатпăр, 

Хăрамастпăр шăрăх кунсенчен. 

Амăртса мала тухатпăр             

Пур ĕçре те спорт вăййисенче.

 

       Хушса юрламалли.

 

Мул тĕнчийĕ юн ĕмесшĕн,

Вăл вăрçасшăн текех шăл хăйрать.

Кар тăратпăр мирлĕ ĕçшĕн,

Сыхлăх ĕçшĕн! Эй, физкульт! Урра!

 

       Хушса юрламалли.

 

Эпир сывă, эпир çивчĕ,

Ĕçпе сыхлăхшăн хатĕр вăй пухма.

Эпир ӳснĕ, эпир пиçнĕ

Ĕçпеле те уçă сывлăшра.

 

       Хушса юрламалли.