ЭС УПРА МАНА

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Эпĕ, ем-ешĕл йӑмра,
Ӳсеп аслӑ урамра.
Эс сыхла мана.

Эпĕ, шӑрӑх вӑхӑтра
Сарӑп хамӑн чатӑра.
Эс ӳстер мана.

Хĕвел хĕртсен, ман айра
Мĕнле лайӑх сулхӑнра!
Эс пӑхсам мана.

Тымарсемпе тӑп кӑна
Çирĕплетеп çырана.
Эс упра мана.