Эс кăçал шкула каятăн

Ыхра (Тимофеев) Анатолий Александрович


    

ТУПМАЛЛИ:

 

«Эсĕ çичĕ çул тултартăн…»

Çурхи илем

Юратрăм эп çуркуннене

«Пăранларĕ сурăх…»

Пĕчĕк хĕрсем

Лĕпĕшсем

Кушак çури

Пулă шÿрпи

Хаваслă машинăсем

Сарă кайăк

Çăлтăрсем патне

«Анне кайрĕ армана…»

Чирлĕ Саша

Шкула

Хĕл çитрĕ

Вăрманти канашлу

Мулкач

Хăлхаллă хĕвел

 

Эсĕ çичĕ çул тултартăн.

Ак кĕçех шкула каятăн.

Тусăм, лар-ха юнашар –

Сăвăсем пĕрле вулар.

 

ÇУРХИ ИЛЕМ

 

Акă хĕл те иртсе кайрĕ,

Килчĕ кăмăллă апрель.

Чыс туса ăна пуç тайрĕ

Сарă çÿçлĕ çут хĕвел.

 

Шевлипе вăл ачашларĕ

Ялсемпе хуласене.

Амăш евĕр çупăрларĕ

Чĕтрекен çерçисене.

 

Хĕвеле сисе вăранчĕ

Шăнкăр сасăллă шыв-шур.

Çурçĕрти килне ăсанчĕ

Ушкăн-ушкăн кайăк хур.

 

Эпĕ, Миша, пĕчĕк Сима,

Хветĕр, Петĕр, Лариван

Хаçартран туса улт кимĕ

Ятăмăр тăп-тăр шыва.

 

Кимĕсем шав ишчĕр, ишчĕр,

Çитчĕр тинĕс хĕррине.

Салтакри пиччеçĕм илтĕр

Шăллĕн ăшă саламне.

 

ПĔЧĔК ХĔРСЕМ

 

Эх, хитре-çке пĕчĕк хĕр! –

Тетчĕ ашшĕ Машука

Пуçĕнчен шăла-шăла.

Эх, хитре-çке пĕчĕк хĕр! –

Машук хăй халь кушака

Ачашлать юрла, юрла.

 

ЛĔПĔШСЕМ

 

Кур-ха, кур! Мĕн чухлĕ лĕпĕш

Ларнă йывăç тăррине, –

Тĕлĕнсе пускил Хĕлипĕ

Чĕнчĕ хăйĕн амăшне.

 

Йăнăшатăн, – терĕ лешĕ, –

Килчĕ ешĕл çуркунне.

Салтакри пиччÿн пилешĕ

Ларнă шурă çеçкене.

 

ШКУЛА

 

Çитрĕ, çитрĕ сар сентябрь!

Тăтăм эп ирех.

Юлташпа шкула утатпăр –

Хĕпĕртет чĕре.

 

Уяври пекех илемлĕ

Урамра паян.

Мăн тери эпир телейлĕ,

Сасăсем – ян-ян!

 

Алăри чечек çыххи те

Хамăр пек чечен.

Йăл-йăл кулĕ ват учитель,

Чечеке илсен.