ÇЕРЕМ ПУССА ВИР АКРĂМ

Песни, потешки, прибаутки

    Ачасем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ. Ушкăнсем пĕр-пĕрне хи-рĕç тăраççĕ. Икĕ ушкăнЗнчи ачасем те хăйсен хушшинче ал-ран-алла тыКу вăййа та икс ушкăна уйрăлеа нылиççё. Пĕр ушкăпе теприне хирсç карталанса тăраççё. Малтап пср ушкăпс, уптаи тепри, ылмашăнса, псрер çаврăм юрласа нлет, юрланă май, хирсç тăракаи ушкăн патне утса çывхарать, уптан каллех хăй вырăнне каялла чакать.
    Çерем уçса вир акрăм, вир акрам.
    Вирĕ пулчĕ пăрçа пек, пăрçа пек.
    Эпир ăна таптатпăр, таптатпăр. (2 хут)
    Эсир мĕнпе таптатăр, таптатăр? (2 хут):
    Кĕтÿ ярса таптатпăр, таптатпăр. (2 хут)
    Эпир ăна тытатпăр, тытатпăр. (2 хут)
    Эсир мĕнпе тытатăр, тытатăр? (2 хут)
    Чĕн вĕренпе тытатпăр, тытатпăр. (2 хут)
    Ана ăçтан илетĕр, илетĕр? (2 хут)
    Чĕмпĕр енчен илетпĕр, илетпĕр. (2 хут).
    Мĕн хак парса илетĕр, илетер? (2 хут)
    Çĕр сум парса илетпĕр, илетпĕр. (2^сут)
    Çĕр сумăр та кирлĕ мар, кирлĕ мар. (2 хут)
    Сире тата мĕн кирлĕ, мĕн кирлĕ? (2 хут)
    Хĕрлĕ питлĕ хĕр кирлё, хĕр кирлĕ. (2 хут)
    Сирĕн хĕрĕр мĕн ятлă, мĕн ятлă? (2 хут)
    Пирĕн хĕрĕм Марьеччĕ, Марьеччĕ. (2 хут)
    Пирĕн кĕçĕр хĕр чакрё, хĕр чакрĕ. (2 хут)
    Пирĕн кĕçĕр хĕр ÿсрĕ, хĕр ÿсрĕ. (2 хут)
    Эпир уншăн йĕретпĕр, йĕретпĕр. (2 хут)
    Эпир уншăн савнатпăр, савнатпăр. (2 хут)
    Чĕннĕ хёрачи ушкăнĕнчен тепĕр ушкăна куçать. Хĕрача пăрахса кайнă ушкăн хурланса хÿхленĕ пек тăвать, хĕрача хутшăннă ушкăн сике-сике савăнать. тăннă.
    Пĕр ушкăнĕ юрă пуçлать:
    Чечи-чечи чеччерина Минерук-синерук! Ах, тантăшăм Нинук, Кил-ха кунта выляма!
    Юрланă май, хирĕç тăракан ушкăн умме утса çывхарать. Юрласа пĕтерсен, каялла чакса, хăйĕн малтанхи вырăннёх йышăнать..
    Чĕннĕ хĕрача е арçын ача, хăй ушкăнĕнчен тухса, хыта чупса, чĕнекен ушкăнрисен картине пĕр тĕлтен татма тăрă-шать. Татсан, татнă тĕлти пĕр ачине хăйпе пĕрле хăйсен уш-кăнне илсе каять; татаймасан, хăй çак ушкăна юлать.
    Унтан тепĕр ушкăнĕ кама та пулин чĕнсе юрлать. Çапла. икĕ ушкăнтан пĕринче пĕччен ача тăрса юличченех выляççĕ.