Çерçисем


Николаева Людмила Петровна
Вырӑн тупаймасть ҫерҫи:
Сӑхать автан тул пӗрчи.
Кур-ха, кур, вӑл васкамасть,
Пӗр пӗрчӗ те хӑвармасть.
Унтан тутлӑн карӑнать.
Ҫерҫи куҫӗ шывланать:
Эх, пуласчӗ ман автан –
Пурнӑҫ пулӗччӗ аван! –
Ҫерҫи хӑйӗн ӗмӗтне
Каҫ пӗлтерчӗ ваттине.
Лешӗ вара самантрах
Ăс парать ак ҫапларах:
«Ун пурнӑҫне ан ӑмсан:
Ирӗкре пулни аван.
Автан ялан читлӗхре,
Картара та витере.
Эс вара таҫта ҫитен.
Вӑрмана, хире вӗҫен
Автан ак пӗр ирхине
Лекӗ хуран яшкине...»