Эпир – Коржиксем

Суслин Дмитрий Юрьевич

Лешка шăнкăрав кнопки çине пусать те тем вăхăт кăшкăртса тăратать. Алăх леш енче такам васкавлăн çывхарни илтăнет. Унтан Катя сасси янăраса каять. Катя – пирĕн тантăш. Тĕрĕссипе, Лешкăн тантăшĕ.

Шăллăм ăна садикрах юратса пăрахнă.

– Кам унта? – ыйтать Катя.

– Эпир – Коржиксем!

– Коржиксем?

– Аха çав. Уç хăвăртрах!

Катя тинех алăка уçать.

– Урама тухатăтан-и? – тĕпчетпĕр харăссăн. –

Вăйă пуçланать.

Вăйă тесен Катьĕн куçĕ йăлтăртатма пуçларĕ.

– Мĕнле вылятпăр?

– Пиратла, – ăнлантарать Лешка.

– Малтанах каласа хуратăп, эпĕ – пиратсен принцесси.

– Паллах, паллах! Тулĕк тух часрах. Турник патĕнче пухăнатпăр. Эпир Антона чĕнме кайăпăр.

Юнашар подъезда чупатпăр. Каллех кнопка çине пусса тăратпăр. Алăк леш енчен «Кам унта?» тени илтĕнсе каять.

– Эпир ку – Коржиксем. Выляма тух!

– Халех!

Унтан тата Ванькăна чĕнсе тухатпăр. Вăйă пуçланать те, каç пулнине те сисместпĕр. Çуллахи каникул кунĕсене çапла ирттеретпĕр. Ялан тенĕ пекех.

Эсир пире пĕлетĕр ĕнтĕ. Эпĕ Димка Коржик – пилллĕкмĕш класс пĕтернĕ. Шăллăм – Алексей, хамăрла каласан – Леха. Вăл манран пĕр çул çеç, кĕçĕнрех, анчах виççĕмĕш класс çеç пĕтернĕ. Мĕншĕн тесен манна анне шкула пĕр çул малларах янă. Çавăнпа эпĕ Лехăран икĕ класс чухлĕ ăслăрах. Вăт çапла.