Эпе сукмакпа

Емельянов Прохор Кононович


    

Содержание:

 

Эпĕ сукмакпа пыратăп

Вăрă-хурах

Хăвăлта кам пурăнать?

Тĕлпулу

Вăрман таки

Пулăçă

Вăрман кушакĕ

Утарта

Турă качаки

Шурлăхлă улăхра

Вăрман çăкăрĕ

Амăрткайăк е хурчăка

Хуралçасем

Чарлан утравĕ

Пулăра

Кĕпшĕл хитре те, анчах

Чĕкеç курăкĕ

 

Эпĕ сукмакпа пыратăп

 

Çĕр çинче миçе сукмак-ши? ăна никам та шутласа кăларман. Никам та пĕлмест. Анчах çынсем пĕр-пĕринпе çĕршер, пиншер çул-йĕрсемпе, сукмак-семпе çыхăну тытнине пурте пĕлеççĕ.

Мĕн тĕрлĕ сукмак çук-тăр çĕр çинче! Акă ман умра тинĕс пек колхоз уйĕ хумханса выртать. ăшă та лăпкă çил вĕрнипе шăркана ларакан ыраш пу-чаххисем пуçĕсене тая-тая илеççĕ. Эпĕ ыраш уйĕ урлă каçакан ансăр сукмакпа утса пыратăп. Ку сукмак хура вăрмана çитерет. Вăрмана çитсен, пĕр сукмакран тăваттă пулчĕ. Хăшĕнпе каяс? Чи такăр сукмакне суйласа илетĕп. Вăл мана çаврака çутă кÿлĕ хĕррине çитерсе тăратрĕ. Кÿлĕ хĕрринче — каллех темиçе сукмак. Хăш сукмакĕпе утас-ши? Авă пĕр сукмакĕ сăрталла хăпарать. Çав сукмакпа утас мар-и?.. Эпĕ сăрт çине улăхатăп. Кунта, сукмакăн пĕр енче,— вĕтлĕх вăрман. Шап-шурă çамрăк хурăнсем ешереççĕ; тепĕр енче — хура вăрман. Кукăр-макăр ватă çăкасем, пĕлĕте çитиех кар-машнă çĕр çулхи юмансем... Ăçта çитиччен каять-ши ку сукмак?

Савăнсах утатăп эпĕ сукмак тăрах. Çукмак тăрăх утнă май, çĕнĕ япаласем куратăп, ÿсентăрансемпе паллашатăп, чĕрчунсене тĕл пулатăп, пĕтĕм тавралăха сăнама вĕренетĕп. Утар-и, ачасем, пĕрле сукмак тăрăх?

Вăрă-хурах

 

Паян эпĕ тĕлĕнмелле япала куртăм. Атăл леш енне кăмпана кайма тухнăччĕ. Вĕтлĕх вăрман урлă сукмакпа çиçтерсе пыратăп. Сукмакран икĕ утăмра шăлан çырли тĕмĕ куç умне пулчĕ. Мĕн пулнă кун-та? Шăлан çырли тĕмĕ çине мĕн тĕрлĕ шăна-пăван, хурт-кăпшанкă, лĕпĕш кĕлеткисене тирсе тухман пулĕ? Кунта вăрăм ураллă шăрчăк та, хăмăр хытă çунатлă нăрă та, вăрманта лашасене сырăнакан пăван та, тислĕк çинче явăнса вĕçекен сарă шăна та, шыв тараканĕ те пур. Кам йĕркеленĕ ку выставкăна?

Эпĕ шĕшкĕ тĕмĕ айне пытанса ларатăп. Нумаях та лармарăм — выставка хуçи вĕçтерсе те çитрĕ. Вăл çерçи пек пĕчĕк ула кайăк иккен. Кайăк шĕшкĕ туратти çине вĕçсе ларчĕ. Шĕвĕр сăмсипе вăл симĕс шăрчăка хĕстернĕ. Пуçне сулласа, каллĕ-маллĕ пăхкаласа ларать. Пăртак ларсан вăшт! кăна шăлан тĕмĕ çине вĕçсе ÿкрĕ. Пĕр самантра шăрчăка шăлан йĕппи çине тирсе те хучĕ. «Акă еплерех вăрă-хурах иккен эсĕ»,— шухăшласа илтĕм ăшăмра.

Эпĕ хыр вăрманĕнче кăмпа татса чылайччен çÿрерĕм. Колхоз утарне Хветут мучи патне те кĕрсе тухрăм. Вăл мана пылпа чей ĕçтерчĕ. Каç умĕн çеç кил еннелле çул тытрăм.

Хайхи шăлан тĕмĕ çумĕпе иртсе пыратăп. Сасартăк çÿлтен, хыр чăтлăхĕнчен, шăпчăк юрри илтĕнсе кайрĕ. Çав тери илемлĕ, чуна çĕклентерекен савăк юрă! Эсĕ-çке ку, пĕчĕк вăрă-хурах, çак çепĕç юрра шăрантаратăн. Юрлах, юрлах, шăпчăкăм, вăрманти юрăçсен патши!

 

Хăвăлта кам пурăнать?

 

Эпĕ хамăн тантăшпа — Макçăмпа пĕрле вăрманти йывăç хăвăлĕсене тĕрĕслеме шут тытрăм. Ик-сĕмĕр те пĕр ансăр сукмакпа çатлаттарса пыратпăр. Чи малтан улатаккисем, вăрман тухтăрĕсем, пурă-накан хăвăл йывăçа тĕл пултăмăр. Улатакка чĕп-писем пĕр канăçсăр чĕвĕлтетеççĕ. Вĕсен çинçе сасси катаранах илтĕнет.

Виçĕ-тăватă минут хушшинче улатаккасем темиçе хутчен çăткăн чĕпписем валли хурт-кăпшанкă çĕкле-çĕкле килчĕç. Лешсем тăрана пĕлмеççĕ, çаплах апат ыйтаççĕ. Вилес пек кăшкăраççĕ.

Эпир малалла утатпăр. Пирĕн умра — хăвăл юман. Кунта пĕр-икĕ çул каялла вăрман тухтăрĕсем пурăннă пулас. Халĕ хăвăл шăтăкне тăмпа сĕрсе лартнă. Пĕр пĕчĕк шăтăк кăна хăварнă. Çерçи кăна кĕме пултарĕ.

Мĕнле кайăк пурăнать-ши ку хăвăлта? Эпир йывăçсем хушшинче пытанса тăратпăр. Кĕç-вĕç юман хăвăлĕн хуçи килессе кĕтетпĕр. Нумай та кĕтмерĕмĕр: юман туратти çине пĕр пĕчĕк кайăк вĕçсе килсе ларчĕ. Çерçи пысăкăш хăй, пуçĕ ула, тĕкĕсем кăвакрах тĕслĕ. Вăл юман вулли тăрăх хăвăрт чупса улăхрĕ. Хăвăл çумĕпех иртсе кайрĕ. Унтан вăшт! çаврăнса аялалла чупса анчĕ. Хăвăл шăтăкĕ тĕлне çитсен, пуçне çĕрелле туса, кутăн çакăнчĕ. «Мĕнле курнăçланать ку кайăк!— тĕлĕнсе тăратпăр эпир.— Циркри артист пек-иç!»

Тем хушăра пирĕн акробат юман хăвăлне чăмма та ĕлкĕрчĕ.

Э!— терĕ Макçăм.— Мĕнле кайăкне эпĕ пĕлетĕп. Ăна шăнчас теççĕ. Шăнчас хăйĕн кĕске хÿри çине тайăнать те йывăç вулли тăрăх çÿлелле те, аялалла та питĕ хăвăрт чупма пултарать. Пирĕн вăрмансенче шăнчас пĕртен-пĕр чаплă акробат,— терĕ.

Виççĕмĕш хăвăл йывăç тĕлне çитсе тухрăмăр. Хăвăлĕ çĕртен пĕр виçĕ метр çÿллĕшĕнче. Пирĕн çак хăвăлта мĕнле кайăк пурăннине питĕ пĕлес килчĕ. Макçăм, чăрсăрскер, йăпăр-япăр йывăç вуллине ыталаса илчĕ. Унтан çÿлелле шума тытăнчĕ. Пĕр самантра хăвăл тĕлне шуса та çитрĕ.

Унччен те пулмарĕ, Макçăм манăн çĕр çине вĕçтерсе те анчĕ.

Мĕн пулчĕ, Макçăм? Ма чĕтретĕн?— тесе ыйтрăм эпĕ.

Çĕлен унта... Çĕлен. Чашкăрать кăна. Сăхнă пулсан...

Çук, пулма пултараймасть! Çĕлен йывăç хăвăлĕнче пурăнмасть вĕт! Унăн йăви çĕр шăтăкĕнче пулать,— тетĕп.

Çĕленĕх! Мăйне тăсса пуçне суллать.

Тăхта. Çĕленех пулсан, хăвăлта нумай ларас çук. Тухатех.

Эпир пысăк туясем касрăмăр та йывăç çумне пытанса лартăмăр. Куç сиктермесĕр çĕлен хăвăлне пăхса ларатпăр.

Макçăм, кур-ха, кур! Хăвăла пĕр кайăк вĕçсе кĕчĕ.

Куртăм. Пĕтрĕ ĕнтĕ кайăк. Питĕ шел... Вĕçсе тухрĕ! Вĕçсе тухрĕ!— савăнса кăшкăрчĕ Макçăм.— Çиеймерĕ вăрă-хурах. Илтетĕн-и, çĕленĕ мĕнле чашкăрать. Тарăхнипе ĕнтĕ,— татса хурать Макçăм.

Эпир сисмен те: тем хушăра пирĕн кайăк йывăç туратти çине вĕçсе пырса та ларнă. Вăл — хăмăртарах ула кайăк. Çурăмĕ çинче тĕксĕм хура йĕрсем пур. Кяй-кяй-кяй терĕ те пирĕн кайăк вăрман чăтлăхнелле вĕçсе кайрĕ.

Вăт тĕлĕнтермĕш! Мăйпăран вĕт ку! Нимĕнле çĕлен те мар! Мăйпăран чĕпписем çĕлен пек чашкăраççĕ. Çимелли кĕтсе, пуçĕсене вĕсем унталла кунталла пăркалаççĕ. Çавăнпа вĕсене мăйпăран теççĕ. Мĕнле эпĕ ăна малтанах тавçăрса илеймерĕм,— тетĕп эпĕ Макçăма.

 

Тĕлпулу

 

Кашласа ларать хыр вăрманĕ. Макçăмпа эпир çÿллĕ хырсем хушшипе, кукăр-макăр сукмакпа, утса пыратпăр. Пирĕн ура айĕнче типсе сарăхса кайнă хыр йĕпписем чăштăртатаççĕ. Хушăран хăрăк туратсем шартлатса хуçăлаççĕ. Унта-кунта: чив-чив-чив! чак-чак-чак! тви-тви-тви! так-так-так!— кайăксен концерчĕ янăрать.

Эпир çутă уçланка тухрăмăр. Уçланкă варринче пиалеш йывăççисем, хĕп-хĕрлĕ кăтра пуçĕсене тайса, савăнса лараççĕ. Питех те илемлĕ вĕсем!

Ра-ра-ра! ра-ра-ра! шавлать, янăрать уçланкă. Мĕн шавĕ кунта? Пăхатпăр та: тĕлĕнмелле картина куратпăр. Пилеш кайăкĕсем пилеш йывăççисене пĕлĕт пек сырса илнĕ. Вĕсем ырми-канми пилеш вăррисене шĕкĕлчеççĕ.

Çийĕр, савăнăр. Уяв пултăр сире, пилеш кайăкĕсем.

Сукмак хĕрринчен инçех те мар, пĕр ватă ăвăс çинче, эпир пилеш кайăкĕн йăвине тупрăмăр. Çуртне вăл тем тĕрлĕ япаларан тунă. Мĕн кăна çук-тăр кунта! Курăк туни, йывăç çулçи, ÿсентăран тымарĕ те пур. Шал енчен йăвине çĕрпе, тăмпа шăлса якатнă. Йăви тĕпĕнче, вĕтĕ симĕс курăк çинче, хăмăр пăнчăллă симĕсрех виçĕ çăмарта.

Чак! Чак! Чак! хăлхана çурать чакак сасси.

Кур-ха, Ваççук, мĕн чухлĕ чакак!

Ахальтен мар вĕсем пирĕнтен хăраççĕ: хыр чăтлăхĕнче вĕсен йăви пур. Юлташĕсене хăрушлăх пурри çинчен систереççĕ,— тетĕп эпĕ.

Часах эпир хыр чăтлăхĕнче чакак йăви тупрăмăр. Йăвине чакак хăрăк туратран тунă. Йăви унăн илемлĕ те çирĕп, чакак ăна шал енчен хĕрлĕ тăмпа сĕрсе тухнă. Урайне типĕ, çемçе курăк сарнă. Пÿрчĕ çине, лупас тăрри майлă туса, вĕтĕ хулăпа витнĕ. Çапла вара чакак пÿрчĕ çăмха пекех çап-çаврака. Пÿртне чакак, ытти кайăксем пек çÿлтен мар, айăкран кĕрет.

Чакак йăвинче эпир пилĕк чĕпĕ куртăмăр. Вĕсем çап-çара, çăварĕсене карса кăна выртаççĕ. Йăвин икĕ енче — çăмарта хупписем.

Мĕншĕн вĕсем пĕр тĕслĕ мар? — ыйтать Макçăм.

Чакак — çăмарта вăрри. Вăл ытти кайăксен йăвисенчен çăмарта вăрлать. Тепĕр чух кайăксен чĕпписене те çĕклесе тарать,— терĕм эпĕ.

 

Вăрман таки

 

Çурхи вăрман. Çырмасенче, айлăмсенче юр та кайса пĕтмен-ха. Йывăçсем, нумайăшĕ, анчах кăна папкисене кăлараççĕ. Вăрман — хура та тĕксĕм. Пĕр çыран хĕрринчи çирĕк кăна тин çеç çурăлнă сарăрах çеçкипе мухтанса, савăнса ларать. «Вăрманта çирĕк пĕр харăс, кар çурăлсан — çурхи кунсем çĕр ĕçченĕшĕн телейлĕ»,— теççĕ ваттисем.

Вăрманăн çурхи илемне курас тесех, Макçăмпа эпир килтен ирех тухрăмăр. Хамăр çÿресе такăрлатнă сукмакпа вăрман хĕрне çитрĕмĕр. Çанталăк хăйне май илемлĕ: çуркуннехи вăрман шурă тĕтре айне путнă. Кăштах вĕтĕ çумăр пĕрĕхет. Сывлăш калама çук уçă, анчах сивĕрех. Хĕвел тухман-ха, Çурхи вăрман шăппăн тĕлĕрет. Нимĕн сас-чÿ те çук.

Сасартăк катара, вăрман варринче, чув-шин, чув-шин, чув-шин сасă илтĕнсе кайрĕ.

Мĕн сасси вăл, Ваççук?— ыйтать Макçăм.

Асансем туй тăваççĕ,— хуравлатăп эпĕ.— Асан аçисем питĕ хаяр, вăрçма юратаççĕ вĕсем.

Ирхи шурă тĕтре вăраххăн сирĕле пуçларĕ. Эпир сăрта улăхрăмăр та юман тункати çине лар-тăмăр.

Çывăхрах ме-ек, ме-ек, ме-ек! тесе, путек макăрни илтĕнет.

Вăрман хуралçин путекки çĕтсе кайнă пулмалла,— тет Макçăм.

Пăхатпăр: ниçта та путек-сурăх курăнмасть. Анчах макăрнă сас пирĕнпе юнашарах.

Шăтăка кĕрсе ÿкмен-и? Шел путеке, шырас. Макăрсах вилет вĕт, шеремет,— хĕрхенетпĕр путеке. Чупсах шыраса хаш пултăмăр. Анчах ниçта та путек курăнмасть.

Чим-ха, Макçăм, путек çÿлте, пĕлĕт çинче, макăрать вĕт!— Пуçа каçăртсах çÿлелле пăхатпăр.

Акă ăçта вăл «путек»!— тĕлĕннипе кăшкăрсах ячĕ Макçăм.

Тÿпере, янкăр тăрă сывлăшра, шăнкăрч пысăкăш кайăк ярăнса çÿрет-мĕн. Вăл пĕрре аялалла вирхĕнет, тепре çÿлелле ыткăнать. Çĕрелле питĕ хăвăрт аннă чух кайăк, çунаттисемпе хÿрине сарса, сывлăша пăраласа пырать. Ун чухне вара çав кайăк хăйне евĕрлĕ тĕлĕнмелле сасă кăларать. Вăл кайăка пирĕн енче шур таки теççĕ. Вăрман таки тесен те юрать пулĕ?

 

Пулăçă

 

Сукмак пире вăрманти юханшыв хĕрне илсе çитерчĕ. Вăрман шывĕ, аякран пăхсан, тĕсĕпе хура курăнать. Пăтранчăк шыв тейĕн. Анчах патнерех пырса пăхсан — вăл тăп-тăрă та тап-таса. Шыв çине пăхсан — сăн курăнать.

Эпир Макçăмпа çыран хĕрринче ларатпăр. Шăнкăртатса, юрласах юхать вăрман шывĕ. Çыран хĕррипе сип-симĕс çăра курăк ешерет. Мĕн тĕслĕ чечек çук-тăр кунта! Кăвакки, сарри, хăмăрри, хĕрли... Вĕсем куçа илĕртеççĕ. Кăмăла çĕклеççĕ.

Çуллахи шăрăх кун, юлташпа пĕрле чух, юхан-шыв хĕрринче, йывăçсен сулхăнĕнче, ларма питех те аван. Тĕрлĕ кайăк юрри чуна савăнтарать. Хаваслă концерта итленĕçем итлес килет...

Кур-ха, кур, Ваççук, тĕлĕнмелле кайăк,— аякран тĕкрĕ мана Макçăм.

Аçта?

Çирĕк туратти çинче. Авă, питĕ кулăшла кайăк. Шыв çинех перĕннĕ.

Пăхатăп та: шыв çине усăннă çирĕк туратти айĕнче çутă кăвак тĕслĕ кайăк ларать. Пысăк пуçлă, вăрăм сăмсаллă, кĕске хÿреллĕ. Çунаттисем те, анчах çуралнă чĕпĕсенни пек, питĕ кĕске. Çунатсăр кайăк темелле. «Мĕн туса ларать-ха вăл шыв çинче?»— шухăшлатăп эпĕ.

Шывра чÿхенмест-и?— ыйтать Макçăм.

Çук, чÿхенмест, пĕр хускалмасăр турат çинче ларать.

Çав хушăрах йывăç туратти хушшипе кайăк çине хĕвел пайăрки ÿкрĕ. Мĕскер ку? Çав тери илемлĕн, кăвакăн-симĕсĕн йăлтăртатма пуçларĕ пи-рĕн кайăк. Кам ăна халь илемсĕр, кулăшла кайăк тейĕ?

Ну, Ваççук, кун пек хитре кайăк пĕрремĕш хут куратăп,— терĕ Макçăм.

Эпĕ те халиччен курман,— тетĕп ăна. Йăлтăртатса, çуталса ларакан кайăк çине куç сиктермесĕр пăхатпăр. Тем хушăра пирĕн кайăк, пĕр хускалмасăр лараканскер, шывалла пĕррех! чăмрĕ.

Шыва путма шут тытмарĕ-и ку?—кулса илчĕ Макçăм.

Унччен те пулмарĕ — пирĕн кайăк шывран сиксе те тухрĕ. Пăхатпăр: унăн вăрăм сăмси вĕçĕнче пулă хÿри авкаланать.

Акă епле иккен эсĕ, шыв кайăкĕ! Пулăçă пулатăн имĕш!

Эпир чылайччен çак тĕлĕнмелле пÿлăçа сăнаса тăтăмăр. Пирĕн пулăçă ывăнма пĕлми ĕçлерĕ. Шывран ырашпăтрисене çаклата-çаклата кăларчĕ.

Пулăçă кайăк хăйĕн йăвине, шыв чĕкеçĕсем пек, çыран хĕррине пĕр-пĕр шăтăка çавăрать. Унăн йăвинче яланах пулă шăммисем тупма, пулать.

 

Вăрман кушакĕ

 

Сукмак çинче илемлĕ тĕк выртать. Саррăн-симĕссĕн йăлтăртатать. Мĕнле кайăк тĕкĕ-ши ку? Тен, çывăхрах кайăк йăви пур? Эпир Макçăмпа йывăç тĕмĕсем хушшинче кайăк йăви шыратпăр. Васкатпăр. Пирĕн пылпа чей ĕçме колхоз утарне, Хветут мучи патне, çитмелле. Вăл пире паçăрах кĕтет.

Мяук! мяук! мяук! илтĕнчĕ кушак сасси.

Кушак хÿри çине пусмарăн пуль-çке, Макçăм?— тетĕп юлташа.

Çук-çке!— тĕлĕнет вăл.

Мяук! мяук! мяук! каллех макăрать кушак.

Хăвала! Тыт кушакна, тыт!— кăшкăратăп эпĕ. Унталла-кунталла пăхкалатпăр — ниçта такушак курăнмасть.

Ваççук, кушак мар, кайăк макăрать, кушак пек... Тĕлĕнсе каймалла...

Эпир каçса кайсах кулатпăр: çÿллĕ юман тăрринче сап-сарă кайăк лара парать. Мяук! мяук! мяук! макăрать вăл.

Тĕлĕнмелле кайăк çинчен эпир Хветут мучие каласа патăмăр. Вăл пире çапла каларĕ:

Сар кайăк вăл, ачсемĕр. Сар кайăк шăхлич калама та маçтăр. Музыкант пекех. Эсир унăн йăви çывăхне пынă пулĕ-ха. Çавăнпа вăл кушак пек макăрнă та. Сире хăратасшăн пулнă вăл, мăнтарăн,—терĕ Хветут мучи.