ЭП ВĔРЕНТĔП КУШАКА

Сарби Раиса Васильевна

Чӑтма ҫук мана саваҫҫӗ,

Пит-куҫа, алла ҫӑваҫҫӗ.

Вӗрентеҫҫӗ ир ҫинче:

– Çи сӗтелӗн хушшинче!

 

Кушака кўрентереҫҫӗ,

Ура айӗн ҫитереҫҫӗ.

Тап-таса урай, шап-шар,

Пурпӗрех вӑл сӗтел мар.

 

Эп верентӗп кушака

Шеп тытмашкӑн кашӑка.

Çӗн йӗрке килте эп тӑвӑп

Кушак тяпписене ҫӑвӑп.

 

Чинлӑн лартӑп ирхине

Çӗн сӗтелӗн хушшине

Çемьемпе апатланма –

Культурӑллӑн сӑнланма!

 

Пурте пахӗҫ кантӑкран –

Тӗлӗнӗҫ ман кушакран.

Тӗслӗх илӗҫ кӗҫ унран.

Савӑнӗ кушак чунран.

 

Пур кушаксене халь ӗнтӗ

Чыслӑн эп ҫиме вӗрентӗп.

Пурте итлӗҫ хушнине,

Сӑнӗҫ эсӗр ҫинине!