ЭП – ХАВАСЛǍ ПОПУГАЙ

Сарби Раиса Васильевна

Эп – хаваслӑ попугай,

Калаҫатӑп эп пӗрмай.

Юрататӑп ҫу кунне,

Çу ҫӗклет чӗрчун чунне.

Тириль-тириль-тири-ли!

 

Эп - хаваслӑ попугай,

Калаҫсам манпа пӗрмай.

Пулӑшсам мана ялан,

Савӑнса юрлам ян-ян!

Тириль-тириль-тири-ли!

 

Эп – хаваслӑ попугай,

Эс манран тарса ан кай!

Эс манпа калаҫ-юрла!

Чунра пулӗ ҫут ҫулла!

Тириль-тириль-тири-ли!