ÇЕМЬЕ, ТУСЛĂХ, ЮЛТАШЛĂХ

Загадки, пословицы, поговорки

    Нумай та пĕтĕ, сахал та çитĕ,—
пĕрле пурăннине мĕн çитĕ.

    Çĕр сум укçа пуличчен,
çĕр тус пултăр, теççĕ.

    Ют çын тути—юн тути,
тăван тути—пыл тути.

    Арлă-арăмлăн пĕр çын пек
пурăнмалла, теççĕ.

    Ар епле, йыш çапла.

    Çăкăр-тăвар хире-хиреç, теççĕ.

    Йышра вилĕм те хĕрлĕ, теççĕ.

    Ăслă çынпа тус пулсан, ăслă пулать,
ухмахпа—ухмах пулать,
вăрăпа—вăрă пулать, теççĕ.

    Тăвăр пулсан та пĕрлех лайăх, теççĕ.

    Çула çÿрес кăмăл пулсан,
хăвăнтан вунă хут лайăхрах
юлташ тупса кай, теççĕ.

    Ырă юлташпа çула тухсан,
çул иртнине сисместĕн, теççĕ.

    Юлташ тени хăвăнтан маттур пултăр.

    Юлташран юлни — юлташсăр юлни.
Юлташна ан пăрах, юлмăн хăрах.

    Кÿршĕ-аршă лайăххи
килти çемьепе пĕрех, теççĕ.

    Сивĕ яшка сивĕтмест, сивĕ сăмах сивĕтет.
    Ачаш ача ашшĕ пуçне çапса çĕмĕрнĕ, тет.
    Аçупа-аннÿне итлесе пурăн, теççĕ.
    Аçуна-аннÿне хисепле, хăнах ырă пулĕ.
    Ашшĕ-амăшĕ сăмахне итлемен ача-пăча
хăйнех сиен тăвать, теççĕ.

    Ватта сума сăвакан —
хăй те ватă пулакан;
ватта хурлăх тăвакан —
хăй те хурлăх куракан.

    Ута пăхакан çуран çÿремен,
ватта пăхакан выçă çÿремен, теççĕ.

    Йышне кура хурăнташĕ, теççĕ.
    Çиччĕн пĕр çынна кĕтмеççĕ.
    Пĕччен хулă хуçăлать,
нумай туратран тунă шăпăра
хуçма çук, теççĕ.

    Вĕлле хурчĕ пĕччен нумайях

пыл тăваймĕ, теççĕ.