Элпи чечекĕсем

Юхма Михаил Николаевич


    

СОДЕРЖАНИЕ

 

ХĔВЕЛ ТĔРРИ

 

ХĔВЕЛ ТĔРРИ

 

Йăсăрланса çунакан кăвайт умĕнче иккĕн выртатпăр: эпĕ тата Ентимер мучи − ватă конюх, мĕн пĕчĕкрен лашасем пăхса ӳснĕскер. Вăл ялти чи ăста юмахçă, çулĕпе çĕр çулалла çывхарса пырать ĕнтĕ, хăйĕн вăрăм кун-çулĕнче тем те курнă, тем те илтнĕ, тем çинчен те каласа пама пултарать.

Ентимер мучи ĕнтĕ. Унсăр пуçне кам ăста пултăр халап-юмаха! Çавăнпа паллаштарас, − терĕç мана пĕркун ял канашĕнчисем, эпĕ кам иккенне тата мĕн çăмăлпа, вĕсен ялне Шупашкартанах килсе тухнине пĕлсессĕн. − Вăл калаçма пултарать... Лĕкки кăна кайтăр, ĕмĕрне илтмен-курман япаласем каласа парĕ.

Хĕвелпе пиçнĕ ураллă, çинçе пӳллĕ, пысăк та чакăр куçлă вунă-вуник çулсенелли хĕрача мана Ентимер мучипе паллаштарчĕ. Çав кунах лешĕ мана çывăх кура пуçларĕ. Каçпа вара выртмана чĕнчĕ.

Паянхипе акă виççĕмĕш каç ĕнтĕ эпир унпа çапла ут кĕтĕвĕпе вăрман хĕрринчи айлăма тухатпăр. Пирĕнпе пĕрле тата виçĕ каччă пулаканччĕ, анчах вĕсем кĕçĕр мучирен ыйтсах, йăпăртлăха тесе, яла кайрĕç. Çамрăк-сем вĕт, ытарма çук илемлĕ çурхи каçра тантăшĕсем хушшинче пулас килетех-çке-ха.

Кĕçĕрхи каç сăмахăмăр темшĕн килĕшсе пыраймарĕ: мучи нимĕн шарламасăр аллинчи патаккипе çĕре çапкаларĕ, эпĕ унăн кăвак вăрăм сухалне ватă çăка тымарĕпе танлаштарса выртсах, сисмесĕрех, шухăша кайрăм.

Эсĕ тата мĕншĕн каймарăн? − сасартăках ыйтать мучи.

Кăмăлăм çук. Темĕнле ютшăнатăп эпĕ палламан çамрăксенчен, − хуравлатăп.

Çамрăклах ватăлас терĕн-им?! Çук, ачам, çамрăклăх иккĕ килмест. Çамрăк чухне выляса-кулса юлмалла. Çамрăклăх вăл тĕлĕк пекех, вăранса каятăн та − куçран çухалать, кайран темĕн чухлĕ куçна хупса, çав тĕлĕке тепре кураясчĕ тесен те кăлăхах пулать. Çамрăклăх вăл çамрăксем хушшинче пулнипе лайăх, − вĕрентсе те шеллесе калаçать мучи.

Эпĕ çапла калаçу пуçланса кайрĕ пулĕ тесеттĕм − мучи шăпланчĕ.

Аякран, ял енчен, хĕрсен янкăс юррипе каччăсем ахăлтатса кулни илтĕнет.

Эпĕ каллех мучи çине пăхрăм. Вăл чылаях курпунланнă ĕнтĕ, çӳçĕ те сухалĕ пекех кăвакарнă, пĕркеленчĕк пит-куçĕ çак кăвакарнă çӳçлĕ-сухаллă старике сăпайлăх кӳрет.

Хĕвеланăç енчен, вăрмана тăрах, çил вĕрме пуçларĕ. Вăл, нӳрĕк илсе килсе, кунĕпе шăрăхра ниçнĕ, халĕ те хĕрӳ парса тăракан çан-çурăма кантарса ячĕ. Эпе мучи патнерех куçса лартăм.

Мен чĕлхӳне тăсан, − вăхăт-вăхăт ятласа илет вăл хăй патнелле явăнса çунса пыракан çулăма. Унтан кăвайта патаккипе пăтраткалать.

Ман ура вĕçĕнче тем чăштăртатать, унтан лаша тул хăрни илтĕнет, такам ман урасене тутипе мăшлата-мăшлата хыпашлать. Эпĕ çаврăнса ларатăп. Çавă ĕнтĕ, Хăлат, манăн юратнă ăйăр. Икĕ каç хушшинче эпир унпа йăлтах паллашса çитрĕмĕр. Эпĕ ăна пуçĕнчен ачашлатăп, вăл хăйĕн лаша тутипе ман алăсене сĕртĕнет, тĕрткелесе илет. Анланатăп, васкатать ĕнтĕ вăл, часрах, тет.

Кĕсъерен çăкăр чĕлли кăларатăп та Хăлата хыптаратăп. Вăл пуçне уха-уха çисе ярать те тулхăрса илет. Тав тăвать. Унтан вара татах ыйтать. «Çук çав тек, килсессĕнех çирĕн-çке, халĕ акă юлашкине патăм», −  тетĕп эпĕ, унăн пуçне аяккалла пăрса. Вăл ман сăмахсене ăнланчĕ тейĕн, çаврăнать та пуçне уха-ухах ытти лашасен хушшине кĕрсе çухалать.

Çапла çав, − майĕпен сăмах хушать Ентимер мучи, − чĕрчун тени пурте ачашланине юратать, епле ачашланма пĕлет вăл, − тет, Хăлат кайнă еннелле аллипе кăтартса.

Эпĕ унпа килĕшсе пуçа сĕлтетĕп. Каллех шăпланатпăр.

Мĕншĕн пухатăр-ха вара эсир юмах-халапсене? − кĕтмен çĕртен ыйтать мучи, ман еннелле çаврăнса. − Икĕ каçра вунă-вуникĕ юмах каласа патăм, мĕн тăватăр вĕсемпе?

Сисетĕп, мучин татах юмах каласси килет. Эпĕ сăмах хушса ĕлкĕриччен вăл малалла тăсать:

Тахçанах пĕрре ман пата çапла çамрăксем килчĕç. Чĕмпĕрте вĕренетпĕр, тенĕччĕ вĕсем, Якăльчă шкулĕнче. Вăл çав − Якăльчă текенни хамăр таврари чăвашах тетчĕç-и çав? Пит ăслă вĕреннĕскер пулнă пулмалла, ачисем те пит сапăр та маттурччĕ вара. Ара çав Якăльчă текенни Ульянов-Ленин ашшĕ çемйине çывăх пулнă тетчĕç мар-и. Ĕлĕк чухне Чĕмпĕрте хам та чылай пулнă, çав Якăльча кураймарăм, тен, курнă пуль те палламан ĕнтĕ. Ара.ăçтан паллан, хулара темле çын та пур, пĕрне куран, теприне куран...

Унтан темĕнле кăшт шухăшланă пек пулать те хушса хурать.

Чĕмпĕр çывăхчĕ пире, Юхма чăвашĕсене. Лава çӳреттĕмĕр унта. Килнĕ чухне вара Ям çулĕпе Чĕмпĕр тăваллине хăпараттăмăр та Сăкăт кати курăнса каятчĕ Киле çитнĕ пекехчĕ вара. Халĕ акă Шупашкарĕ кăшт инçерех çав.

Эпĕ, мучие итленĕ май, икĕ аллăма хыçалалла ярса, аллăмсем çине тĕрентĕм те пуçăма каçăртса çӳлелле пăхрăм. Тӳпе тăрă. Çăлтăрсем пире пиншерĕн-пиншерĕн куç хĕсеççĕ, калăн, хăйсем патнех чĕнеççĕ. Кĕвенте çăлтăр хăйĕн çичĕ çăлтăрĕпе хавасланать, алтăр çăлтăр тĕнче тӳпине илем кӳрет.

Пĕлетĕн-и, мучи, − тетĕп эпĕ, − пăхатăп та − çăлтăрсем пĕчĕкçеç пек. Анчах вĕсем питĕ, питĕ пысăк. Хăйсем весем аякра-аякра.

Эпĕ старик мĕн каласса кĕтрĕм. Кăштахран вăл çапла хушса хучĕ: «Инçе çав, çапах вĕсем патне çитме пулать. Çитетпĕр, шăллăм, çитетпĕр, тĕнче уçлăхне хăюллăн вĕçетпĕр халĕ».

Çапах та... пĕлетĕн-и эс, − мучи тем каласа кăтартма хатĕрленнĕн туйăнчĕ, çав вăхăтра пĕлĕтре, таврана ялт! çутă кăтартса, çăлтăр ӳкрĕ.

Манăн темшĕн пĕчĕк ачалла хăпартланса кăшкăрассăм килсе кайрĕ, вара çапла кăшкăрса ятăм:

Ман çăлтăр çӳлте!

Пустуях кăшкăратăн, ачам, пирĕн ракет-çăлтăр тӳперех-ха вăл, хĕвел тавра çӳрет. Ку, ӳкекенни вăл. Çăлтăр мар, − калаçать мучи. − Каçал ятлă паттăр сунарçă весемпе çĕлен-калтана хирĕç кĕрешнĕ.

Аха, халап кĕнеки уçăлчĕ хайхи! − Епле апла? Каласа пар, асатте.

Юрĕ, итле эппин, − терĕ вăл кĕххĕм-кĕххĕм ӳсĕркелесе. − Юмах ку, халăха çут хĕвел туса панă паттăр çинчен хунă юмах...

Ентимер мучи кĕсйинчен чĕлĕм кăларчĕ те ăна шаккаса тасатрĕ, енчĕкне салтрĕ, чĕлĕмне табак тултарчĕ. Шăнăрлă та хыткан аллипе пĕчĕк вутпуççи илсе, чĕлĕмне тивертрĕ.

Тахçан-авал этем йăхĕ çĕр çинче ырă курса, савăнса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă, − пуçларĕ вăл хăйĕн халапне. − Чăн та, çынсем ун чухне айванрах пулнă, вут чĕртес тесен те вăй хурса тертленнĕ. Çапах пурте вĕсем телейлĕ пулнă, вĕсен хушшинче усал шухăшлисем курăнман.

Çапла çулсем иртсе пынă, ĕмĕрсем тăсăлнă.

Таçти çĕрте пĕррехинче усал шухăшлă этем çуралнă. Вăл, ӳссе çитсен, пăхать те çынсем лайăх пурăннине курать. Хура юнлă чĕри вĕчĕрхенсе кӳтет унăн. Вара, пурне. те асап-нуша кăтартам тесе, хăшпĕр çынсене хăй майлă çавăрма тытăнать.

Вăл вĕсене кĕвĕçме, куштанланма, çынсене усал тума вĕрентет.