Ĕçе çын тăвать

Волков Геннадий Никандрович

    Карчăкăн кинĕсем пит ĕçчен пулнă. Хăйĕн хĕрĕ вара ĕç тĕлне пĕлмен, пур ĕçе те ун инкĕшĕсем тунă.
Сÿс тÿме тухать ку хĕр. Сÿсне килĕ çине хăварать те, паврама юратаканскер, кÿршĕсем патне кайса ларать.
Инкĕшĕсем тухаççĕ те, харăс тĕсе, сÿсне часах пултарса кĕреççĕ.
Хĕр каялла таврăннă çĕре пулнă сÿс килĕре вырта парать. Ана вăл хавасланса илсе кĕрет те амăшне тыттарать, ĕç тăтăшах çакăн евĕр пулса пырать ку хĕрĕн. Кĕçех вăл качча каять. Хуньамăшм патĕнче сÿс тÿме тухать. Сÿсне килĕ çине хăварса, кÿршисем патне утать. Каçченех ларать унта. Таврăнать каялла, сÿсĕ — çаплах. Тĕлĕнет ку. Тепринче те саплах.
«Аннесен киллине кайса илем-ха, ку килепе ĕç пулмасть»,— шутлать хĕр. Вăл килĕ ыйтма пырсан, инкĕшĕсем вăрттăн кулаççм ку кахалран.
Килле йăтса каять. Выркаçтарса лартать те сÿс тÿме тухать. Сÿсне килĕ çине хăварса, кÿрше каять. Таврăнать — сÿсĕ çаплах, нимĕнле улшăну та çук.
Ĕçе вĕренмен хĕр ăса те кĕчĕ вара, те кĕмерĕ. Вĕрентекенĕ пулчĕ пулчех пуль: мç — киллинче мар, аллинче.