Дикобраз

Галкин Александр Алексеевич
Чӗрӗп тес –
Ку чӗрӗп мар,
Чӗрӗп пек тирпейлӗ мар.
Арӑш-пирӗш шӑрчӗсем, –
Пӑшатан пек вӗçӗсем.

Кӗреплеччӗ халь ӑна –
Якатмашкӑн кӑшт кӑна!