Денис çухатăвě

Николаева Людмила Петровна

Ачасем хавас. Футбол!
Ик команда вăйăра.
Илтĕнет: «Чуп!», «Пар!»,
«Тап!», «Гол!»
Шуйхашаççĕ урамра.

Тусăм хурлăхлă.
– Денис?! – Чĕнтĕм эп хĕрхеннипе.
– Тухса ӳкрĕ ман ирис
Çăвартан. Кăшкăрнипе.