Чуччу

Сарине Лидия Михайловна

Чуччу ларкăчĕ пушах,

Такама кĕтет.

Маншăн тунсăхлать пулас,

– Ярăнма кил! – тет.

 

Пукане йĕре-йĕре

Тăчĕ ир-ирех.

Кушакки манпа пĕрле

Утрĕ чиперех.

 

Хăрамаççĕ куçăмсем,

Ярнăпăр пĕрле.

– Лайăх ларăр, тусăмсем! –

Кăшкăртăм пĕррех.

 

Кушак çури шикленет,

Мăч хупать куçне.

Пукани те тĕлĕнет,

Ялт çĕклет пуçне.

 

Кушак тарчĕ ман çумран,

Эх, хавшак чĕре!

Пукане юлмасть унран,

Ӳкрĕ ав çĕре.