Чиперккесем

Детство на гору спешит

Кадкин Лев Кириллович


Чиперкке куракăн
Сараппанĕ лайăх.
Пăхкалать хăяккăн
Шукăль тумлă кайăк.
Тантăшĕ чана та
Модăпа тумланнă.
Йӳнĕ мар пулсан та
Сăрă шарф туяннă.
Подиум çинчи пек
Сумлăн уткалаççĕ,
Çиесех килмен пек,
Пĕрчĕ сăхкалаççĕ.