Чи лайǎх тус

Гордеева Светлана Денисовна

Лайăх туc пулсассăн.

Вăл пĕрлех çӳрет,

Унпала хаваслă –

Савăнăç кÿрет.

 

Ǎнсăртран чирлес тĕк

Вăл килет – пĕлеп.

Ним те хĕрхенместĕп

Хам та уншăн эп.

 

Иккĕн ярăнатпăр

Выляса-кулса.

Килелле васкатпăр

Сар хĕвел ансан.

 

Кӳршĕллĕ ман çуртăм,

Çерушпа аван.

Туслăх – вăйлă туртăм,

Тунсăх – курмасан.

 

Ларăпăр шкулта та

Иккĕн юнашар.

Ыр туса унта та

Çухатасшăн мар.