Чи кирлĕ сǎрǎ

Васильева Наталья Александровна

Аслăрах сăрăсем пĕчĕккисем мĕн калаçнине итлесе тăнă. Хăйсем сисмесĕрех вĕсем те ачасем пекех тавлашса кайнă.



Хăшĕ хитререх, хăшĕ кирлĕрех, хăшĕ ăслăрах?.. Мĕнле пĕлмелле, хакланă чухне мĕне шута илмелле: тюбик çÿллĕшне-и, хулăнăшне-и, сăрă тĕсне-и е тата мĕн те пулин урăххине? Танлаштарнă чухне яланах ыттисен шухăшне пĕлме тăрăшатпăр. Анчах та эпир кашни урăхла, никам пек те мар, пирĕнтен кашнин - хăйĕн хакĕ. Танлаштарма та кирлĕ мар. Кашни хăй пурри питĕ аван



Кам та пулин вĕсен тавлашăвне татса памаллах тесе шутланă сăрăсем, художника кĕтсе илме калаçса татăлнă. Унăн шухăшне вĕсем хисепленĕ, шута хунă.



Шăп çак вăхăтра ÿнерçĕ этюд çырса таврăннă. Аякри пĕве хĕрринче пулнă иккен вăл. Пĕвери шыв çийĕ янкăр симĕс, кăшт кăна çутă ÿкнĕ пирки ун патне илсе пыракан сукмак шупка кăваккăн тата шупка хĕрлĕн курăнать. Художник тунă этюд çинче Патша хĕрĕ - Шапа. Сăрă ăстин паян пĕр-пĕр тавлашăва хутшăнас кăмăлĕ пачах та çук иккен.