Ĕçчен кушак

Калган Александр Дмитриевич

    Сарă кушак, тыт шăпăр,
Час урайне шăлса пар!
- Ой, шăласса шăлăпăр,
Анчах эпĕ пĕччен мар,
Хамăн пĕчĕк çурапа
Халех шăлса тухăпăр,
Пÿртри пĕтĕм çуп-çапа
Çÿп шăтăкне пухăпăр.