Чечексем

Детство на гору спешит

Кадкин Лев Кириллович


Улăх тăрăх утнă май
Пухрăм чечексем самай.
Парнелем карçинккана
Аннене те Зинăна.
Чечекпе пĕрле киле
Ытарми илем килет.
Куç умне тухать уй-хир,
Йăлтăр сывлăм ӳкнĕ ир,
Пыл шăрши кĕрен çаран
Сĕрлекен сăпса таран!