Чечексем

Растворцев Андрей Васильевич

Эп кĕреп вăрман хĕррине,

Пăрăнап Çӳçе айлăмне.

Çывăхрах выртать çырла улăхĕ,

Сенкер çăлтăр пек шăнкрав курăкĕ

Çил çинче калать кĕввине,

Чечексен çурхи çеммине.

 

Вăл мухтать сар çип утине,

Вăл мухтать çерçи кĕпçине:

«Манпала пĕрле вăййа

тухмăр-ши,

Хĕвеле савса юрă хывмăр-ши?»

 

Тытăнар, туссем, алран-ал,

Туянар, туссем, çĕн хавал.

Çыранри салтак тӳмине,

Çывăхри шăлан тĕмине

Килĕшет сенкер çăлтăр чĕнĕвĕ,

Шăнкрав куракĕн ырă сĕнĕвĕ,

Йышăнса чипер йыхрава

Пухăнать çаран уява.

 

Кӳкĕрчен çулçи – чăн мерчен,

Сарă пуç çеçки – кĕмĕлтен.

Шурă хĕм сапать ешĕл лантăшĕ,

Ешĕл лантăшĕ – çеçпĕл тантăшĕ...

Шăратать телей сапаки

Чечексен хитре уçланки.