Чечек

Ижендей Николай Петрович

Ӳкереттĕм хут çине

Пĕр чечек, чи хитрине.

Симĕс тĕспеле йĕрлеттĕм -

Ешĕл çулçă пултăр теттĕм.

Кĕчĕ уçă кантăкран

Пĕр пыл хурчĕ ăнсăртран.

Тĕлĕнет: «Ку мăкăнь-ши?

Сиплĕ пыллă клевер-ши?»