Чавка

Семендер Юрий Семенович

Ӗне ҫинче ларать чавка,

Ан пыр, Тимуш,

пит ҫывӑха,

Чавка кайӑк вӗҫсе кайӗ,

Ула таккана пуҫ тайӗ,

Эс хӑратни ҫинчен калӗ.

Ула такки час хускалӗ,

Сан патна вӗҫсе ҫитейӗ,

Тимуш усал ача тейӗ.

 

Чанасем (вӗсене чавка тесе те калаҫҫӗ) пӗрре ӑсталанӑ йӑвара чылай ҫул пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӑна питӗ тӗплӗ тӑваҫҫӗ. Ҫак кайӑксем пӗр-пӗринпе туслӑ, пӗр вырӑнта темиҫе ҫемье йӑва ҫавӑрни те час-часах тӗл пулать.