Чакак хăнисем

Васянка Никифор Тарасович



Чакак хăнисем

 

Чи-чи кăсăя, кăсăя,

Шыв кӳрсемччĕ, кăсăя

Эп хăратăп кашкăртан,

Эп хăратăп упаран

Шыв кӳрсемччĕ, кăсăя,

Кашкăр халĕ шурлăхра,

Упи кайнă сунара.

 

Ка-ач, ка-ач качакин

Лăпăс-лăпăс сухалĕ,

Шĕп-шĕвĕркке мăйраки.

Кăкарам-и хурăнтан,

Кăшт ятлам-и хушăран:

Çиме çи те çиессе,

Пăрах эсĕ сĕкессе,

Йывăçсене ан кăшла,

Шур хурăна ан силле!

 

Нăрик, нăрик, Нăркки тус

Утать сысна вăрманта;

Симĕс курăк вăл татать,

Кунтă çине пуçтарать.

 

Ав, кăмака умĕнче,

Анчăк йăва пĕçерет.

Кăски кушак кĕтесре

Сухарисем вĕтетет.

 

Кушак çури пит çăвать

Меуклетсе çаврăнать.

 

Ама кушак Асанне

Тетте кĕпе хатĕрлет,

Алка çакнă сар чăххи

Пӳрт-çурт шăлса тирпелейт.

Урай шăлса пĕтерчĕ,

Кайса хучĕ шăпăрне:

Выртах, шăпăр, канса вырт,

Çӳп-çап шăлма хатĕр вырт!

 

Чак! чак! Чакакĕ

Пăри пăтти пĕçернĕ,

Пăтти пиçнĕ-пиçменех

Хăнисене чĕнтернĕ.

 

Шăкăриех хăнисем:

Чĕнменнисем, чĕннисем

Килсе тулчĕç ун патне

Çакă ирхине.

 

Пĕрне кашăк тыттарать,

Тепĕрне хăй хыптарать,

Виççĕмĕшне чей парать…

Чакак хĕрсех хăналать.

 

Пĕрне кăна памарĕ,

Кăшт та кăмăл тумарĕ:

Эсĕ, ак мĕн, наян тус,

Калама çук уссăр пуç,

Кĕрпе те авăртмарăн,

Вутă та татмарăн,

Шывне те тултармарăн,

Пая тивеç пулмарăн.

 

Тан! тан! танлатать,

Урамра сас янăрать.

Кушак çурчĕ ялкăшать.

Кушак, куçне чалăртса,

сиксе тухрĕ урама.

Чăххи витрепе шыв йăтса,

Чупса пычĕ пӳрт çăлма.

 

Меук-меук, Меукка!

Сиктерес пулать сăпка,

Кăски, кĕр-ха эс киле,

Кил-ха ача сиктерме.

 

Кайран уншăн эп сана

Хăна тăвăп кăмăлтан:

Парăп кукăль, парăп сĕт!

Лайăх çисен, лайăх вĕт!

 

Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă.

Уçăлма куян тухать те,

Сунарçи ăна курать, тет,

Пăшалне персе ярать, тет.

Ĕф! Уф-ф! Кĕрс те кĕрс-с!

Палт! йăванать куян тус.

 

Кукăр сăмса тăмани,

Пысăк куçлă куками

Тунката çине ларать,

Куçне-пуçне пăркалать,

Таплаттарать урипе,

Мăчлаттарать куçĕпе.

 

Çерем çинче, ир çинче,

Сĕлĕ кунти патĕнче

Икĕ кăркка тăраççĕ,

Тăрна пăрçи суйлаççĕ.